ЧИ ÇЫВĂХ ÇЫННĂМСЕМ
Çĕр çинче чи çывăх çыннăмсем - аттепе анне. Вĕсенчен хакли никам та, нимĕн те çук. Атте-аннене суйлама та, укçалла илме те пулмасть.
Манăн атте, Владимир Трофимович Игнатьев, Ешкилт ялĕнче 1966 çулхи ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче çуралнă. Çемьери ултă ачаран вăл чи кĕçĕнни пулнă. Мĕн пĕчĕкрен ĕçпе туслашнă, ашшĕ-амăшне пулăшнă. Шкулта та тăрăшса вĕреннĕ атте. 1983 çулта Шуркасси вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухсан Канашри ДОСААФ автошкулĕнче пĕлÿ илнĕ.
Çар службине атте Псков хулинче ирттернĕ, водитель-гранатометчик пулнă вăл. Салтакран таврăнсан колхозра сĕт турттармалли машинăпа ĕçленĕ.
Анне, Антонина Яковлевна, Катек ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăл та çемьери ачасенчен чи кĕçĕнни. Анне шкулта «пиллĕк» паллăпа çеç вĕреннĕ. Унăн диплом-грамота нумай. Вăтам шкул хыççăн Шупашкарти педагогика институтĕнче аслă пĕлÿ илнĕ, 1987 çултанпа Шуркасси шкулĕнче математика вĕрентет.
Аттепе анне виçĕ ача çитĕнтереççĕ. Асли, Вова, 11-мĕш класа каять. Эпĕ, Олеся, - çиччĕмĕшне. Алита йăмăк кĕçех виçĕ çул тултарать. Эпир, виçĕ пĕртăван, аттепе аннене юрататпăр, ĕçре пулăшатпăр.
Август уйăхĕнче пирĕн хаклă çыннăмăрсем çемье çавăрнăранпа 17 çул çитет. Вĕсене эпир чун-чĕререн саламлатпăр. Нихăçан та ан чирлĕ, ялан килĕштерсе пурăнăр.