АВАРИСЕМ САХАЛЛАНĂ
Районти милицин çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ уйăхра çулсем çинче 2 авари пулнă (пĕлтĕр çак тапхăрта - 4), икĕ çын аманнă. Çул-йĕр правилисене пăснăшăн 208 çынна административлă майпа явап тыттарнă, руль умне ÿсĕрле ларнă 32 çын тĕлĕшпе протокол хатĕрленĕ.