Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

ĂНТАВĂШРА ШЫВ КĔРТЕÇÇĔ

Районта газификаци вĕçленсе пынă май тепĕр пысăк пĕлтерĕшлĕ программа - килсене ĕçмелли таса шывпа тивĕçтересси вăй илсе пырать.

Кайри Ăнтавăшра урам тăршшĕпе шыв пăрăхĕсене «Канашгаздорсервис» подрядлă организаци строителĕсем хурса тухнă. Ял çыннисем водопровод хывма хăйсен çурчĕсен умĕнче тарăн шăтăк чаваççĕ: трактор-машина чупса хытарнă çула кам лумпа, кам пуртăпа тÿнккет. Çамрăксем кăна мар, çитмĕл урлă каçнă кинемейсем те шыв кĕртсе юласшăн. Ара, тарăн çырмари çăл куçĕнчен кĕвенте çине мăшăр тулли витре çакса тăвалла мекеçленни асрах тăрать мар-и; Хĕлле тата йĕпе-сапара çырмаран шыв ăсса килме пушшех чăрмавлă. Киле водопровод кĕртсен, крана пăр та, таса шыв шăнкăртатса юхĕ. Ырлăх вĕт ку.

Кайри Ăнтавăшра ĕçе вĕçлесен подрядчисем. Малти Ăнтавăш ялне куçĕç.



13 августа 2005
00:00
Поделиться