ÇУРЛА-ВЫРМА ВĂХĂЧĔ
Чăвашсен уйăх ячĕсем хĕрÿ ĕççи тапхăрĕпе пĕр килнине тăтăшах асăрхама пулать. Ака уйăхĕнче çĕр ĕçченĕ - акара, утă уйăхĕнче - выльăх апачĕ хатĕрлессипе тимлет вăл. Çурла уйăхĕнче ĕлĕкрех хресчен аллине çурла тытнă пулĕччĕ, анчах та халĕ, техника ĕмĕрĕнче, тырă пуссисене комбайнсем тухаççĕ. Паянхи кун тĕлне агрегатсем «Урюм», «Канаш», «Путь Ленина», «Родина», «Цивиль» хуçалăхсен уйĕсенче ĕçлеççĕ ĕнтĕ.
Вырма ĕçĕсем çавăн пекех Киров ячĕллĕ ЯХПКра та вăй илсе пыраççĕ. Кунта кăçал тыр-пула
Çулса паккуссене хывнă ыраш пуссинче тăватă комбайн ĕçлет. «Уй-хир карапĕсен» штурвалĕсене Анатолий Петров, Владислв Орлов, Геннадий Петров тата Юрий Тимофеев комбайнерсем тытса пыраççĕ. Юрий Тимофеев (ÿкерчĕкре) тырра çапса тĕшĕлеме пуçăниччен ытти комбайнерсемпе пĕрле ăна çулса паккуссене хывас ĕçре те хастарлăхĕпе палăрнă. Унăн кăтартăвĕ -
Çĕнĕ тухăçа йĕтем çине ЗИЛ-ММЗ-45021 автомашинăпа Николай Михайлов турттарать. Кунта ăна тасатса тирпейлеççĕ те типĕтсе пÿлмесене хураççĕ. Сăмах май, Н.Михайлов водитель (ÿкерчĕкре) хуçалăхра 25 çул ĕçлет, автомашинăпа ăста çÿренĕрен тата ыраш пусси йĕтемрен инçех мар вырнаçнăран пĕчченех ĕлкерсе пырать вăл.
Кĕр тыррисем ялан пысăк тухăç параççĕ, çавăнпах-тăр Киров ячĕллĕ ЯХПКра вĕсене çителĕклĕ çитĕнтереççĕ. Кăçал кировецсем кĕр тыррисене