ЯЛ УЯВĔ ВĂЙĂ КАРТИНЕ ЧĔНЕТ
- Вăрмар тăрăхĕнчи Шăхаль ялĕнчен ĕне тухса кайнă, тет. Çакскер пирĕн ял пулас вырăна килсе выртнă, тет. Ĕлĕк: «Ăçта ĕне выртать, çавăнта ял никĕсленет», - тенĕ. Вăрмар тăрăхĕнчи ял ячĕпе эпир пурăнакан яла та Шăхаль ят панă, - çакăн пек калаçупа пуçларĕ уява ялти пуçламăш шкулта ĕçлекен учительница А.Иванова. Унтан вăл Шăхаль ялĕн историйĕпе, чĕннĕ хăнасемпе паллаштарчĕ.
Кăшнаруй ял администраци пуçлăхĕ Е.Шакова пухăннисене ял уявĕ ячĕпе саламларĕ, тăрăшуллă та пултаруллă ĕçченсене дипломсемпе хавхалантарчĕ. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А.Родионова çамрăксене хастар пулма, тăван ял пуласлăхĕшĕн тăрăшма, клуб ĕçченĕсене пулăшса пыма сĕнчĕ. Уяв концерчĕ пурне те ташă картине йыхăрчĕ.
Спорт вăййисемсĕр мĕнле уяв пултăр-ха тата; Шăхаль тата кÿршĕ ялтан килнĕ çамрăксем волейболла, футболла вылярĕç. Физкультура учителĕсем В.Александровпа К.Никонов «Хаваслă стартсем» ирттерчĕç. Какай шÿрпипе хăналаннă, ташласа-юрласа савăннă ял-йыш уявран тулли кăмăлпа саланчĕ.