Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

ВЫЛЬĂХ ЙЫШĔ ЧАКНĂ

Чăваш Ен Правительстви ял хуçалăх аталанăвĕн пĕрремĕш çур çулти кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ.

Ял хуçалăх производствин индексĕ 93,2 процентпа танлашнă. Выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем илесси чакнă. Хуçалăхсенче аш-какай туса илесси - 5,8 проц., мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ - 12,9 проц., сыснасем - 18,2 проц., çăмарта илесси - 3,5 проц., пĕтĕмĕшле сĕт сăвăмĕ - 8,5 проц. сахалланнă.

Аш-какай туса илессин калăпăшĕ 14 районта (Шупашкар, Çĕрпÿ, Вăрнар, Çĕмĕрле, Шăмăршă, Вăрмар, Куславкка районĕсемсĕр пуçне), сĕт сăвасси тĕпрен илсен, пĕтĕм районта чакнă. Çĕмĕрле (пĕлтĕрхи тăпхăртинчен 57,8 проц.), Шупашкар (69), Патăрьел (68,7) районĕсем сăвăма уйрăмах нумай чакарнă. Отрасльти çакнашкал кăткăс лару-тăру республикăри тирпейлекен предприятисене чĕртаварпа тивĕçтерессине йывăрлатать. Чăвашпотребсоюзăн Етĕрнери аш-какай  комбинатĕнче, Шупашкарти аш-какай комбинатĕнче, Вăрнарти сĕт-çу заводĕнче производство хăвачĕ чакнă.

Ял хуçалăх ĕçĕсене вăхăтра пурнăçлама тата агропромышленность комплексне аталантарма республика бюджетĕнчен 264,7 млн. тенкĕ (çулталăкри лимитăн 52,7 проценчĕ) куçарнă. Федераци бюджетĕнчен 30,5 млн. тенкĕ (çулталăкри лимитăн 30,8 проценчĕ) килнĕ.



06 августа 2005
00:00
Поделиться