ЙЫВĂРЛĂХСЕНЕ ÇĔНТЕРСЕ
Пĕрре мар асăрханă: хĕрарăмсем пĕчĕк чухне сутуçăлла выляма юратаççĕ. Надежда Кириллована та килĕшнĕ çак вăйă. Çитĕнсен сутуçă профессийĕ пурнăçри тĕп ĕç пулса тăрасса, ахăртнех, тĕшмĕртмен те Чулкăмака ялĕн хĕрĕ.
1982 çулта райпо çумĕнчи шкул-магазинтан вĕренсе тухнă та Надежда Нестеровна, çулсерен ăсталăха ÿстерсе пырса, тепĕр пилĕк çултан Ăвăспÿрт Кипечри хуçалăх таварĕсем сутакан магазин заведующийĕ пулса тăнă. Тĕрлĕ чăрмавсене пăхмасăр плансем ăнăçлăн пурнăçланаççĕ, çынсене хапăлласа кĕтсе илеççĕ кунта, пайщиксемпе çыхăнăва вăйлатсах пыраççĕ.
- Çулла таварсем лайăх каяççĕ, хĕлле вара йывăртарах, - тет Надежда Кириллова.
Суту-илĕве аталантарса пыма чылай кансĕртерех Ăвăспÿрт Кипечри сутуçăсене - конкуренци вăйлă кунта. Ялта уйрăм çынсем уçнă виçĕ магазин ĕçлет. Ĕçе пĕлсе йĕркелемесен, çаврăнăçуллă пулмасан пурнăç хумĕ çырана кăларса пăрахма та пултарать. Предприниматель-конкурентсем суту-илÿ калăпăшне анлăлатма йывăрлатаççĕ ĕнтĕ, анчах Надежда Нестеровна хăйсен вăйне, пултарулăхне шанать.
- Конкуренци пире тимлĕрех пулма, хавхаланса, пĕтĕм вăя хурса ĕçлеме хистет. Эпир çапла тума тăрăшатпăр та, - тет вăл.
Сăмах илемĕшĕн калани мар ку. Ялти сутуçăсен ĕç кăтартăвĕсем чăннипех сулмаклă. Тĕслĕхрен, 2003 çулта Ăвăспÿрт Кипечри магазин Раççейри конкурсра чи лайăх кооператив участокĕ ята тата Центросоюз дипломне çĕнсе илнĕ, унăн заведующийĕ вара «Раççейри потребкооперацире тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн» паллăна тивĕçнĕ.