Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

Ял администраци пуçлăхĕсен кунĕнче

Районта ял администраци пуçлăхĕсен кунне çĕнĕлле йĕркелесси йăлана кĕчĕ. Халĕ ку мероприяти унчченхи пек палăртнă пĕр тăрăхра кăна мар, харăсах темиçе ял администрацийĕнче иртет. Çак куна хатĕрленсе вырăнти пуçлăхсем палăртнă кун ĕçтешĕсене хăйсен çĕрĕ çинче тивĕçлипе кĕтсе илмешкĕн ялсенчи культура çурчĕсене, фельдшерпа акушер пункчĕсене, спорт залĕсене тĕплĕн юсаса йĕркене кĕртеççĕ, сăрласа капăрлатаççĕ. Вĕсен ĕçне вара ял администраци пуçлăхĕсем тата райадминистрацин пай пуçлăхĕсемпе районти службăсен ертÿçисем вырăна çитсе хаклаççĕ. Иртнĕ эрнекун çак яваплă комисси тĕрĕслевĕ витĕр Шаккăл, Уçырма, Карăклă, Шелттем тата Сиккасси ял администрацийĕсем тухрĕç. Ĕçлĕ çул çÿреве район администрацийĕн пуçлăхĕ С.Антонов йĕркелесе пычĕ.

Тÿрех палăртмалла, пĕчĕк çитменлĕхсем пулчĕç пулин те Шаккăл, Уçырма, Шелттем тата Сиккасси ял администрацийĕсен пуçлăхĕсен ĕçтешĕсен умĕнче пичĕсене хĕретмелле пулмарĕ. Анчах та Карăклă тăрăхĕнче пурнăçламалли ĕçсен калăпăшĕ пайтах-ха: шкула ку таранччен те çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçламăшĕ тĕлне тĕплĕн хатĕрлесе çитермен, ял администраци пуçлăхĕсен кунĕччен вăхăт чылай пулнă пулин те клубра тата спорт залĕнче йĕрке тăвас тĕллевпе юсав ĕçĕсене пуçарни те палăрмарĕ.

- Хăш-пĕр ялсенче йăла сферинчи учрежденисем хатĕр пулманран ял администраци пуçлăхĕсен кунне тепĕр уйăха куçарма тиврĕ. Çак вăхăтпа кам мĕнле усă курни халĕ тÿрех куç умĕнче. Алă усса ларманнисен йăлтах йĕрке хуçаланать. Карăклă ял администрацийĕн кантурĕ клубра вырнаçнă пулин те культура учрежденине йĕркене кĕртес тĕллевпе нимĕн те туман,  йĕрке тăвасси вара - вырăнтан пуçланмалла. Спорт залĕ те кунта районти чи япăх спорт сооруженийĕсенчен пĕри, - палăртрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ С.Антонов.

Карăклă ял администрацийĕнчи ялсенче çитменлĕхсем татах та пулчĕç. Юмансарта шкул çумĕнче çăл тайăлса кайнă, çывăхра кăшăлсем выртаççĕ-ха, анчах та çакă пусă мĕн ишĕлсе аниччен кĕтмеллине пĕлтермест вĕт. Çавăн пекех шкул тавралла тирпей-илем кĕртес ĕç çине ытларах тимлĕх уйăрмаллине те палăртса хăварчĕ яваплă комисси.

- Кунта халĕ Шупашкар урамĕнчен те такăртарах, -  палăртнăччĕ нумаях пулмасть Çĕнĕ Шелттеме тĕслĕх библиотека уçма килсен ЧР физкультурăпа спорт министрĕ В.Краснов хуçалăх кантурĕ умĕнчи автобуссем валли çаврăнма асфальтпа сарса якатнă анлă площадка тăрăх утса пынă май. Асфальтпа кунта Çĕрпÿ - Сызрань трассăран Çĕнĕ Шелттеме пăрăнса кĕрекен 5,5 км тăршшĕ автоçул та çĕнĕрен витĕннĕ.

Сиккасси ялĕ хушшипе иртекен тĕп урамра ĕлĕкрех мĕн тĕрлĕ шăтăк-путăк кăна çукчĕ-ши; Автобус тата ытти автомашина рульне тытса пыракансен тарăхăвне час-часах илтме пулатчĕ. Халĕ çатма пек такăр çĕнĕ çул шкул автобусне шкула çити çеç мар, рейса тухакан автобуссене кÿршĕри Яманкасси ялне те пĕр чăрмавсăрах илсе çитерет.

Районти ялсенче ĕçлемесĕр ларакан культура учрежденийĕсем çукпа пĕрех. Вĕсен йышĕнче йывăçран хăпартнă кивĕ çуртсем те пур. Ĕлĕкрех питех те илемсĕрччĕ вĕсем: тултан пăхсан тата шала кĕрсессĕн культура çурчĕ темешкĕн чĕлхе те çаврăнмасчĕ. Яманкасси клубнех илер-ха, тĕссĕрленсе кайнăскер миçе çул хупăнса ларчĕ вăл. Шалтан-тултан сăрласа капăрлатнă çурт пĕлтĕртенпе «çут çанталăк газĕпе» ăшăнать. Клубра юлашки хут хăçан пуçтарăннине манса кайнă яш-кĕрĕм халĕ кунтан хĕлĕн-çăвĕн тухма пĕлмест. Район администрацийĕн пуçлăхĕ С.Антонов Яманкасси клубĕ Кивĕ Шелттемпе Маяк клубĕсемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулмаллине палăртса хăварчĕ.



03 августа 2005
00:00
Поделиться