Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

ВĂРМАНСЕМ МĔНШĔН ÇУНАÇÇĔ

Вăрманти пушарсен 70-90 проценчĕ çут çанталăк факторĕсенчен мар, пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманнипе, вут-кăварпа асăрханусăр, тимсĕр пулнипе тухать.

100 çул ытла каялла Д.И.Менделеев вăрмана акă еплерех хакланă: «...Вăрман вăл хĕвелпе тăпра туса кăларакан, çын нумай вăй хумасăрах çĕнелсе пыракан продукт пысăк усă - çыран хĕррисене, тăпра сийне, унри нÿрĕке упрать, çилрен, шăрăхран хÿтĕлет, унсăр пуçне вăл нимпе улăштарайми илем».

Вĕçĕ-хĕррисĕр вăрманлă вырăнсенче пурăнакансем çак пурлăх çине ахаль япалана çине пăхнă пек пăхма хăнăхнине, ăна вутă вырăнне кăна усă курнине пăшăрханса палăртнă ученăй.

Хальхи вăхăтра уявсенче, кăмпа, мăйăр, çырла пулса çитсен çынсем вăрмана ытларах çÿреççĕ, вăрманти пушарсем те нумайланаççĕ.

Канмалли кунсенче вăрманти пушарсен хисепĕ палăрмалла ÿсет. Пушарсен 93 проц. халăх йышлă çÿрекен вăрман лаптăкĕсенче тухать. Сăлтавĕ - чылай чухне вучахсене, пирус тĕпĕсене сÿнтермесĕр хăварнинче.

Типĕ, ăшă, çиллĕ çанталăкра вăрманта вут-кăварпа питех те асăрхануллă пулмаллине ялан асра тытмалла.



03 августа 2005
00:00
Поделиться