Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

«САДИКРЕ ПИРЕ ПИТ ЛАЙĂХ, ТУССЕМ ЙЫШЛĂ САВĂНМАШКĂН»

Ача садĕнче ĕçлекенсем пĕчĕккисене пурнăç çулĕ çинче пĕрремĕш утăмсем тума пулăшаççĕ. Воспитательсем ачасене шкула кайма хатĕрлеççĕ. Учительсен августри канашлăвĕ умĕн эпир хамăр хаçатра районти ача сачĕсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен çырса кăтартма шутларăмăр. Ача сачĕ кунта çÿрекен ачашăн чăн-чăн иккĕмĕш кил-çке.

Пĕчĕк ачасемпе ĕçлекене мĕн чухлĕ вăй, кăмăл çирĕплĕхĕ кирлĕ пулĕ; Кашни пепкен хăйĕн характерĕ, кирек мĕнле пулсан та вăл çитĕннĕ çынна хăйне пăхăнтаратех. Çавăнпа та садикре ĕçлекенĕн пĕчĕк ачашăн, кирлех-тĕк, тăван ашшĕ-амăшĕ вырăнĕнче  те пулма тивет. Ача-пăча чĕлхине, вĕсемпе пĕрле савăнма-выляма, кулянма пĕлмелле.

Çак кунсенче вĕрентÿ управленийĕн методисчĕсемпе пĕрле Карăклăри тата Сиккассинчи ача сачĕсенче пулса унти пурнăçпа паллашрăмăр. Садике ачасем çуллахи вăхăтра та çÿренипе воспитательсем кăмăллă. Ара, кунта ачасем яра куна аслисен хÿттинче: кунне виçĕ хутчен вĕри апат çиеççĕ, выляççĕ, çывăраççĕ. Ăс-тăна, тавракурăма пĕчĕкренех аталантарма условисем çителĕклех.

Карăклăри «Солнышко» тата Сиккассинчи «Березка» садиксем ачасене чăваш халăх культурине, историне вĕрентес енсене тĕпе хураççĕ. Тĕп тĕллевĕсем - ирĕклĕ, пултаруллă çын çитĕнтересси, ачан кăмăл-сипет, илеме курма-туйма пĕлес пахалăхĕсене аталантарасси, вĕсене шкулта кирлĕ хăнăхусен пуçламăш никĕсне парасси.

Карăклăри ача садне пырса кĕнĕ-кĕмен картишĕнче вылякан ачасем эпир çăвар уçса ĕлкĕриччен пĕри те тепри сывлăх сунма пуçларĕç. Садике шала кĕрсен вара картлашкасем çийĕн эрнери кун ячĕсемпе вуннă таран числосем çырни тÿрех куç тĕлне пулчĕ.

- Ачасем илеме, хитре япалана курма вĕренччĕр тесе стенасем çине çакăн пек ÿкерчĕксем турăмăр. Илем вăл çынна, ачана та, культурăллă, тирпейлĕ пулма хистет, - тет садик заведующийĕ Е.Алексеева. - Хамăр патрах пĕчĕк музей пур. Ачасем унта ĕлĕкхи ал ĕç хатĕрĕсемпе, ытти япаласемпе паллашаççĕ. Театр пултарулăхĕ çине куçас ĕмĕт пысăк-ха пирĕн. Воспитательсем питĕ маттур, талантлă, ĕçлес туртăм пысăк вĕсен. Акă, сăмахран, ясли çулĕнчи ачасемпе ĕçлекен Людмила Ивановна Кудряшова ялан мĕн те пулин çĕнни, кăсăкли шутласа кăларать.  Унпа пĕрле чухне ачасен тунсăхлама вăхăт çук. Ирина Анатольевна Ефимова аслăраххисемпе ĕçлет. 20 çул тăрăшать вăл воспитатель пулса, ал-ури шутсăр ăста. Ачасене тĕрлĕ япала, апликаци тума вĕрентет. Нина Николаевна Ефимова медсестра кунĕпех ачасемпе пĕрле «кăштăртатса» çÿрет. Вĕсемпе пĕрле вылять, кашнин сывлăхне тĕрĕслет, сăнать. Çирĕп те туслă коллектив пирĕн.

Елизавета Андреевна кашнин ĕçне лайăх енчен хакларĕ.

Паянхи куна садикре электрооборудовани улăштараççĕ, юсав ĕçĕсене вĕçленĕ пÿлĕмсене тÿрех сăрласа илемлетеççĕ.

«Район администрацийĕ пулăшнипе çурт тăррине çĕнĕрен витрĕмĕр, газлă пултăмăр, шыв пăрăхĕсене те улăштарнă. Шалти вак-тĕвек ĕçсене вара хамăр та тăваятпăр», тет заведующи.

Сиккассинчи «Березка» ача садĕнче те кăçал юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Пÿлĕмсене сăрланă та, халĕ çĕнĕ пекех, хăтлă, илемлĕ, таса, чÿречесем çинче мĕнле кăна чечек çук тата. Кăçалтан кунта та газлă пуласса шанаççĕ.

Ачасемпе аслă пĕлÿ илнĕ педагогсем ĕçлеççĕ. Садик «хуçи» Надежда Андреевна Чебукова каланă тăрăх, ачасем валли музыка вĕренмелли класс уçасшăн.

Икĕ садикĕнче те паянхи куна икĕ ушкăн - 20 ача - ĕçлет. 1,5 çула çитменнисем те çÿреççĕ. Вĕренÿ çулĕ пуçлансан йыш хушăнать, 40 ача таранах килеççĕ, пĕлтерчĕ Е.Алексеева. Хальлĕхе вара хăшĕсем шкулта вĕренекен пиччĕшĕ-аппăшĕсемпе пĕрле каникулта.

- Пире кунта питĕ лайăх, вылятпăр, апат çиетпĕр, çывăратпăр, юмах вулатпăр, шутлатпăр,- теççĕ хăйсен çепĕç чĕлхипе пĕчĕккисем саспаллисене кăшт урăхлатса. Юмах вара пĕчĕккине те, пысăккине те усала çĕнтерме, ырă ĕç тума вĕрентет.



03 августа 2005
00:00
Поделиться