Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

ÇАМРĂКСЕМ ĔÇСĔР АН ÇŸРЕЧЧĔР

Ĕçсĕрлĕх... Чуна канăçсăрлантаракан çак ăнлав пирĕн кулленхи пурнăçа сăрă хурт пек сĕмсĕррĕн кĕрсе пырать. Районти ĕç рынокĕнче лару-тăру мĕнлерех-ха тата халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр кăтартăвĕсем мĕн çинчен калаççĕ; Паян пирĕн редакци тĕпелĕнче çак патшалăх учрежденийĕн ертÿçи Т.Любова.

- Кăçал 6 уйăхра, пĕлтĕрхи çав тапхăртипе танлаштарсан, ĕçсĕрлĕх шайĕ районта 0,45 пункт хăпарчĕ, 1,47 процентпа танлашрĕ. Ĕçсĕррисен йышĕ 234-ран 344 çынна çитрĕ. Çакă пирĕн патăрта учета илнĕ çын ĕç тупайманнипе, унăн квалификацийĕ пĕчĕк пулнипе çыхăннă, - палăртать Татьяна Ивановна. - Тĕслĕхрен, центрта 272 хĕрарăм учетра тăрать, çакă ĕçсĕр граждансен пĕтĕмĕшле хисепĕн 79,1 проценчĕ пулать.

- Инвалидсене ĕçе вырнаçтарас тĕлĕшпе лару-тăру мĕнле;

- Чăваш Республикин Президенчĕн Указĕпе (18.10.2004 ç., 22 №) килĕшÿллĕн инвалидсене ĕçпе тивĕçтерме районта 89 ĕç вырăнĕ квотăланă. Паян квота шучĕпе предприятисемпе организацисенче 61 инвалид ĕçлет. Çапла вара 28 ĕç вырăнĕ пушă. Районти хăш-пĕр предприятисем указри хушăва пăхăнмаççĕ, ĕçлев службисене ваканси тăратмаççĕ, çавăнпа центрта учетра тăракан инвалидсене пурне те ĕçпе тивĕçтерейместпĕр. Акă, «Путь Ленина» тата Крупская ячĕллĕ хуçалăхсен квота тăрăх инвалидсем валли икшер ĕç вырăнĕ тăратмалла, анчах çакă пурнăçланмасть.

- Пулăшу ыйтса сирĕн пата кăçал миçе çын килчĕ;

- Пĕрремĕш çур çулта 7787 çын. Вĕсенчен ĕç шыракан 895 çынна учета тăратнă (пĕлтĕр çак тапхăрта - 731). Центр пулăшнипе 615 çынна ĕçпе тивĕçтернĕ.

Ĕçсĕр граждансене пулăшас тĕллевпе тĕрлĕ формăсемпе тата программăсемпе усă куратпăр: яланлăха тата вăхăтлăха ĕç тупса паратпăр, обществăлла ĕçсене явăçтаратпăр т.ыт.те. Ултă уйăхра 127 çын обществăлла ĕçе хутшăнчĕ.

- Шкул ачасене  каникулта ĕçе явăçтарассине йĕркеленĕ-и;

- Юлашки çулсенче çамрăксене каникул вăхăтĕнче кăна мар, çулталăк тăршшĕпех хăйсене килĕшекен ĕçе хутшăнтарассине йăлана кĕртсе пыратпăр. Çакă сахал тупăш илекен çемьесенчи ачасене пурлăх тĕлĕшĕнчен пулăшу кÿме май парать. Кăçал çамрăксене ĕçе явăçтарма 23 килĕшÿ тунă, 14-18 çулсенчи 330 ачана ĕçе вырнаçтарнă. Çав шутра инвалидсен çемйисенчен - 18 ача, ĕçсĕр граждансен çемйинчен - 51 ача, тулли мар, йышлă ача-пăчаллă тата йĕркеллĕ мар çемьесенчен - 260 ача. Çамрăксен ĕçне йĕркелессипе Карăклă, Ăвăспÿрт Кипеч, Катек, Çĕнĕ Чалкасси, Çеçпĕл, Сухайкасси, Шелттем, Энтрияль вăтам шкулсем, «Мотор», «Родина» ял хуçалăх кооперативĕсем, «Исток» тулли мар яваплă общество, «Хучель» акционерсен хупă обществи аван ĕçлеççĕ.

Мĕн пур харпăрлăх формиллĕ предприятисемпе организацисен ертÿçисене çамрăксене ĕçе вырнаçтарас ыйтупа тимлĕрех пулма, ĕçлев службипе тачăрах çыхăну тытма сĕнес килет. Пирĕнпе килĕштерсе ĕçлени икĕ еншĕн те усăллă, мĕншĕн тесен кашни предприятипе организацирех ачасем валли ĕç пур, тĕслĕхрен, тирпей-илем кĕртесси, йывăç лартасси, çум çумласси, утă-улăм пуçтарасси т.ыт.те.

- Ĕç рынокĕнче мĕнле йывăрлăхсем пур; Вĕсене епле çĕнтерсе пыратăр;

- Хĕрарăмсене, 16-29 çулсенчи яшсемпе хĕрсене, инвалидсене, пĕчĕк квалификациллĕ работниксене ĕçе вырнаçтарма чăрмавлă. Çакă пире вĕсен конкурентлăхне ÿстерессипе активлăрах ĕçлеме хистет. Апла-тăк вырăнти ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва шута илсе тĕрлĕ профессие вĕрентекен курссем йĕркелемелле. Кăçал ĕçсĕр 49 çынна професси илмешкĕн вĕренме янă.

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр професси илме пулăшас тĕллевпе сахал мар ĕç тăвать. Ултă уйăхра 5451 çынна, çав шутра 1905 вĕренекене çакнашкал пулăшу кÿнĕ. Халĕ рабочи профессийĕсем ытларах кирлĕ, çавăнпа центр специалисчĕсем çул çитмен ачасемпе тата çамрăксемпе ирттерекен тĕл пулусенче çав профессисен сумлăхне уçса пама тăрăшаççĕ.

Хуçалăхсен ертÿçисем, урăхла каласан, ĕçпе тивĕçтерекенсем, центрпа килĕштерсе ĕçлесен: вакансисем тăратсан, пушă ĕç вырăнĕсен ярмăрккисене, «çавра сĕтелсем», вĕренекенсемпе кадрсен службин специалисчĕсем хушшинче семинарсем йĕркелесен - пирĕн ĕç витĕмлĕрех пулĕччĕ. Районти предприятисемпе организацисенчен нумайăшĕ ĕçлев службипе тачă çыхăнса ĕçлет, вĕсен шутĕнче - Канашри райпо, Крупская ячĕллĕ ЯХПК, ПМК-400 АУО, «Агрохимсервис», ПМК-«Канашская», «Канашдорстрой» тулли мар яваплă обществăсем. Кăçал пирĕн пата районтан пурĕ 816 ваканси килчĕ, çакă пĕлтĕрхи шайрипе пăхсан 79,3 процент чухлĕ. Çапла вара ĕç рынокĕнчи лару-тăру çивĕчленчĕ. Пĕлтĕр çак тапхăрта пĕр пушă ĕç вырăнĕшĕн ĕçсĕр 1 çын «кĕрешнĕ» пулсан, кăçал - 5 çын ытла.

Федераци центрĕпе регионсем хушшинчи бюджет обязательствисен полномочийĕсене палăртнă хыççăн халăха ĕçпе тивĕçтерес тĕлĕшпе ирттерекен мероприятисене (обществăлла ĕçсем, çул çитмен ачасене, социаллă хÿтлĕх уйрăмах кирлĕ ĕçсĕр граждансене вăхăтлăха ĕçе вырнаçтарасси) финансласси чакрĕ. Пĕлтĕр çак тĕллевпе федераци бюджетĕнчен укçа-тенкĕ куçарнипе пĕрлех республика бюджетĕнчен 739,6 пин тенкĕ, райбюджетран 20 пин тенкĕ уйăрса панăччĕ. Кăçал вара республика бюджетĕнчен финанслама пачах палăртман. Паллах, çакă халăха ĕçе вырнаçтарассине кăткăслатать.



03 августа 2005
00:00
Поделиться