Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

ТАТМĂШРИ СИПЛЕВ ÇУРТĔНЧЕ

Канашран Татмăша çÿрекен автобус Анаткас Татмăш ялĕ çумĕнчи кирпĕчрен купаланă икĕ хутлă шурă çурт умне çитсе чарăнать. Унтан тухнисенчен чылайăшĕ çав çурт патнелле утаççĕ. Вĕсен хушшинче - туйисем çине тайăннă кинемейсемпе мучисем ытларах. Пурте вĕсем врач офисне сипленме килеççĕ иккен. Ку çурта иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче «Мир» колхозăн ертÿçи пулнă Михаил Леонтьев тăрăшнипе хуçалăх вăйĕпе туса лартнă.

1983 çулхи чÿк уйăхĕнче таврари ял çыннисемшĕн пысăк савăнăç çитет - больница хăйĕн малтанхи пациенчĕсене йышăнать. Тÿпенелле кармашса ларакан çÿллĕ мăрьерен пĕрремĕш хут тĕтĕм йăсăрланать, хĕрÿ кăмакаран палатăсене ăшă çитет. Больница хăйĕн малтанхи кунĕсенче - 30-40, каярах 80 çын таран йышăннă.

- Пире кунта питĕ лайăх. Шăхазан больницине çити çÿреме кирлĕ мар,  унта кайма инçе, - теççĕ таврари ялтан пынă çынсем.

Тепĕр шурă çуртра, физотерапевт уйрăмĕнче, чирлĕ çынсем валли сиплев физкультури, массаж, озокерит, электрохатĕрсем, ванна тата пылчăкпа сипленмелли процедурăсем пур. Хăйсен ĕçне тĕплĕ пĕлекен специалистсем  ĕçлеççĕ кунта: Зоя Иванова, Нина Яковлева, Светлана Васильева т.ыт.те. Надежда Григорьева массажистка нумай çул хушши хăй тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Сипленекенсем унăн ĕçĕпе яланах кăмăллă. Ахальтен мар ĕнтĕ, кунта хамăр район çыннисем кăна мар, Канаш хулинчен, Вăрнарпа Комсомольски районĕсенчен сипленме килеççĕ.

Офисра хирурги, терапевт, педиатр, шăл юсакан уйрăм уçăлнă. Малтанхи вăхăтра тĕп врачра Петр Константинов ĕçленĕ. Вăл «Мир» колхозăн стипендиачĕ пулнă, ăна ялти сиплев çуртĕнче халăха пулăшма ятарласа вĕрентсе хатĕрленĕ. Часах вăл туслă коллектив пуçтарать хăй тавра. Районти тĕп больница коллективĕ ăна пысăк пулăшу парать. Ун хыççăн кунта тĕп врач пулса Валентина Сергеевна Соколова, каярах Владимир Порфирьевич Максимов вăй хураççĕ.

1991 çултанпа тĕп врачра пĕр улшăнмасăр Любовь Анатольевна Александрова тăрăшать. Вăл Катек ялĕнче çуалса ÿснĕ. Сакăр класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Канашри медучилищĕре пĕлÿ пухнă. Кайран виçĕ çул хушши Аччари фельдшер пунктĕнче  чирлисене сипленĕ. Малалла туртăнакан хĕр пĕр вырăнта тăма пултарайман, пĕлĕвне ÿстерме Махачкала хулинчи Дагестан медицина институтне вĕренме кĕнĕ. Сисмесĕрех ултă çул хăвăрт иртет. 1989 çулта терапевт-врач профессине алла илсе Татмăшри участок больницинче ĕçлеме тытăнать. Çамрăк врач малтанхи кунтанах чирлĕ çынсемпе тимлĕ пулса, эмелпе кăна мар, чĕререн тухакан ăшă сăмахсемпе те сиплеме тăрăшать. Пациентсем хăйсен сывлăхне çирĕплетнĕ май яланах ăшă кăмăлпа тав тăваççĕ ăна.

Анатолий Еремеевăн, шăл тухтăрĕн, ĕç стажĕ 40 çула яхăн. Ăшă кăмăлпа, чун-чĕре хушнă пек сиплет çынсене. Ача-пăча тухтăрĕ Наталия Алендеева кунта çĕнĕ çын, виççĕмĕш çул кăна ĕçлет. Апла пулин те çамрăк врач çинчен халăхра ырă ят сарăлма ĕлкĕрнĕ. Вăл ĕçри яваплăха лайăх туять, ачасемпе яланах çĕпĕç те ăшă кăмăллă. 17 çул вăй хурать Тамара Иванова аслă медсестра. Марина Кудрявцева, Валентина Петрова, Лариса Николаева сестрасем нумай çул хушши   пĕр улшăнмасăр тăрăшаççĕ. Валентина Тимофеева, Людмила Иванова, Валентина Егорова санитаркăсем те больницăра чылайранпа ĕçлеççĕ.

Халĕ кунта сипленекенсем валли кирлĕ пур условисем çителĕклĕ. Палатăсенче çутă, таса. Вĕсене çут çанталăк газĕпе ăшăтаççĕ. Çĕнĕ сĕтел-пукан, кравать, шифоньер вырнаçтарнă. Вĕри шыв та, холодильник те пур. Сипленекенсене тутлă апат çитереççĕ.

- Кунти апатпа вăрман каснă çĕрте те ĕçлеме пулать, - теççĕ Алексей Мефодьевпа Петр Яковлев. Вĕсем Татмăшра сывлăхне «юсаççĕ».

Больницăра çирĕп йĕрке. Медиксем кашни уйăхрах шкулсене, ялсене тухса çÿресе тĕрлĕрен профилактика мероприятийĕсем ирттереççĕ. Вăрçă участникĕсемпе инвалидсене те манмаççĕ, вĕсем патне яланах килне пыраççĕ. Больница çулленех çĕнĕ медицина оборудованийĕсемпе пуянланса пырать. Тĕрлĕрен анализсене кунтах тăваççĕ. Опытлă лаборантка Светлана Константинова тĕпчев кăтартăвĕсене çав кунах чирлисем патне çитерет. Больницăн пĕрремĕш хутĕнче аптека, процедура уйрăмĕ, анализ, ЭКГ, рентген, чирлисене йышăнмалли пÿлĕмсем, васкавлă пулăшу станцийĕ вырнаçнă. Юлашки вăхăтра стационарта кăнтăрлахи вăхăтра сывалакансем йышлă.

2004 çулхи çĕртме уйăхĕнче Татмăшра пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ хута кайрĕ. Ăна уçма ЧР сывлăх сыхлав министрĕ Нина Суслонова, район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Антонов, районти тĕп больницăн врачĕ Вагиз Ямалиев хутшăнчĕç.

- Çавăн хыççăн больницăра ĕç-пуç чылай çăмăлланчĕ. Пире компьютер, принтер, юнри сахăр шайне виçмелли хатĕр, физоаппаратура «Тубус-кварц», чĕре ĕçленине çыракан прибор, васкавлă пулăшу машини, çĕнĕ сĕтел-пукан та сахал мар парнелерĕç. Пирĕн ĕç условийĕсене лайăхлатассишĕн район ертÿçи Сергей Васильевич Антонов нумай вăй хучĕ. Пысăк тав ăна пире ялан пулăшса пынăшăн, - тет Любовь Александрова тĕп врач.

Ял халăхĕ тепĕр чух хăйĕн сывлăхне упрама тăрăшмасть: хĕрарăмĕ те, арçынĕ те ĕçке ярăнать. Йăлт хавшаса çитсен çеç больницана килеççĕ. Теприсем килти ĕçрен хăпса тухаймаççĕ. «Çĕр улми лартам-ха, ĕне пăрулатăр, пульницана кайма ĕлкĕрĕп», - теççĕ те чир тарăна кайсан çеç пулăшу ыйтма пыраççĕ. Кун пек чухне вĕсем врачсен ĕçне йывăрлатаççĕ, хăйсене те сиен кÿреççĕ.

- Хам ĕçе питĕ килĕштеретĕп. Яла ĕçлеме юлнишĕн кулянмастăп. Халăх сывлăхĕшĕн тăрăшасси - манăн пĕрремĕш тĕллев, - тет Любовь Александрова.



23 июля 2005
00:00
Поделиться