Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

ХĂШĔСЕМ ХУÇАЛĂХПА ÇЫХĂНУ ТЫТМАÇÇĔ

Район администрацийĕн пуçлăхĕ С.Антонов кашни тунтикун ирттерекен анлă планеркăна хальхинчи ял администраци пуçлăхĕсем те хутшăнчĕç. Налуксем пуçтарасси, хуçалăха выльăх апачĕ хатĕрлеме пулăшасси, вырăнти ĕçе йĕркелесе пырасси тата ытти ыйтусемпе отчет турĕç.

2006 çулхи январьтен хăй тытăмлăх органĕсем çĕнĕлле пурăнма пуçлаççĕ. Ун чухне çÿлтен укçа-тенкĕпе тивĕçтерессине кĕтсе лараймăн, ял администрацийĕсен харпăр хăй бюджечĕпе пурăнма тивет. Çавăнпа та ял пуçлăхĕсемпе хуçалăх ертÿçисен пĕрле ĕçлемелле. Кун пек килĕшÿлĕх вара паян хăш-пĕр çĕрте çеç тĕл пулать. Пуçлăхсенчен нумайăшĕ хуçалăхра иртекен планеркăсене хутшăнмасть, ял администраци территорийĕнче кун каçипе мĕн пулса иртнине те пĕлмест.

Атнаш ял администраци пуçлăхне А.Константинова кашни канашлу-планеркăрах отчет тума хушаççĕ. Анчах вăл вырăнти ĕç-хĕлпе тĕплĕн паллаштарнине ку таранччен пĕрре те илтмен. Ялсене тирпей-илем кÿрессипе райадминистраци панă асăрхаттарусем те ним те мар-тăр. Ĕçтешсем умĕнче кашнинчех пит хĕретес килмесен тăрăшсах ĕçе пикенмелле пек те. Районти чи çирĕп хуçалăхра, Киров ячĕллĕ ЯХПКра, паянхи куна миçе тонна утă-сенаж, кĕр аки валли миçе гектар çĕр хатĕрленине те пĕлмест вăл. Пĕр сăмахпа, нимпе те интересленмест.

Карăклăри культура çуртĕнче хутса ăшăтмалли системăна халĕ те юсаман. Масар çумĕнчи çÿп-çап куписене тасатман. Социаллă пурнăçпа культура сферисенче ĕçлекенсем хуçалăха пулăшма хутшăнмаççĕ. Крупская ячĕллĕ ЯХПК япăх мар ĕçлет, сирĕн те ун ертÿçинчен ĕçлеме вĕренмелле. Тăватпăр, пулать, шантарнă тенипех çырлахса лармалла мар, асăрхаттарчĕ Сергей Васильевич.

Çĕнĕ Чалкасси ял администраци территорине кĕрекен Иккĕмĕш Хурамал ялĕнчи клуб çурчĕ тул енчен питĕ илемсĕр. Çитменлĕхе пĕтермелли çинчен тахçанах асăрхаттарнă пулин те нимĕнле улшăну та çук.

Шелттем ял администраци пуçлăхĕн В.Николаевăн ним тума та вăхăт çитмест, тет. Çавна май выльăх апачĕ, çĕр хатĕрлеме пуçăнман та. Унсăр пуçне тĕп усадьба çывăхĕнче вĕлтрен-пиçен кашласа ларать, терĕ Г.Никитина архитектор.

Июнь уйăхĕнче Шелттем, Сиккасси, Карăклă, Шаккăл тăрăхĕсенче ял администраци пуçлăхĕсен кунĕ иртмеллеччĕ, хатĕрленсе çитмен пирки мероприятие тепĕр тапхăра хăварма тивнĕ.

- 150-200 гектар тĕш тырă акнипе çырлахса лармалла мар, çĕрсене çум курăкран тасатма пуçăнмалла. Ялта ĕçсĕр çынсем мĕн чухлĕн, хуçалăх ĕçне явăçтарăр вĕсене, ĕçсе ан çÿреччĕр. Ертÿçĕне пулăшу пулать, - терĕ район пуçлăхĕ С.Антонов. Банкрота тухнă хуçалăхсенчи машина-трактора ял çыннисене валеçсе панă, апла пулсан мĕншĕн-ха вĕсен хуçалăха тухса пулăшмалла мар. Кÿршĕри ЯХПКна кайса йăлăнма тивет-çке. Техника хатĕрĕсене салатмалла мар, пуçтармалла. Эрозие хирĕç кĕрешесси те вырăнтан тапранаймасть. Ку енĕпе Ăнтавăш ял администрацийĕнче кăна ĕçлеççĕ хальлĕхе.

Ял администраци пуçлăхĕсен кашни кварталта, çур çулăхра халăх пухăвĕсем ирттермелле. Клубсенче концертсем лартассине йĕркелемелле. Илемлĕ пултарулăх коллективĕсем пур вĕт-ха районта. Атту юлашки вăхăтра, миçе çул ĕнтĕ, ял çынни клубра хăçан концерт пулнине те астумасть. Шупашкартан мар, юнашар ялти юрă-ташă е агитбригада коллективĕ килсен те аван пулмалла.

Хальлĕхе çитменлĕхсене пĕтерме пуçлăхсене пĕр уйăх вăхăт пачĕç. Пурнăçламасан явап тытма тивĕ.



23 июля 2005
00:00
Поделиться