ĂНĂÇУ ПИРĔН ЕНЧЕ ПУЛЧĔ
Чăваш Республикин Президент Администрацийĕ министерствăсемпе ведомствăсем, район-хула администрацийĕсем хушшинче спортăн тĕрлĕ тĕсĕпе спартакиада йĕркелет. Ăмăртусем кăçал Йĕпреç районĕнчи «Красный партизан» хуçалăх çĕрĕ çинче иртрĕç. Çакна та палăртмалла, кунта кашни çулах «Камай уйĕн урхамахĕсем» лаша спорчĕн ăмăртăвĕсем иртеççĕ. Камай, халăх сăмахлăхĕ тăрăх, Хаяр Иванăн пулăшуçи, Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи çын пулнă. Хусан хулине илнĕ çĕрте палăрнăшăн Хаяр Иван патша ăна хальхи Пучинке ялĕ çывăхĕнчи çĕрсене парнеленĕ. Вырăнĕ, чăн та, питĕ илемлĕ кунта: тем анлăш уй-хирсем, вăрман, пĕве.
Республика, хула-район ертÿçисен хушшинче иртекен IV Спартакиадăна хутшăнакансене ЧР Президент Администрацийĕн ертÿçи - культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Петр Краснов, унăн çумĕ Василий Максимов, физкультурăпа спорт министрĕ Вячеслав Краснов, Йĕпреç район администрацийĕн пуçлăхĕ Геннадий Яковлев «Красный партизан» хуçалăх ертÿçи Анатолий Петров саламларĕç, ăнăçу сунчĕç.
Ун хыççăн командăсен хутăш эстафетăра вăй виçмелле пулчĕ. Унăн йĕрки çапларах: командăра виçĕ спортсмен, пĕрремĕшĕ пĕвере е кÿлĕре палăртнă дистанцие шывра ишсе ту пĕр майлă ирттерчĕç. Пирĕн район командинче район ертÿçи Сергей Антонов
Хутăш эстафета пынă вăхăтрах «Волга» автомобильпе фигурăсем туса ярăнакансен тупăшăвĕ те куракансене тыткăнларĕ. Канашсем ăмăртăва 3.23 минутра вĕçлерĕç. Питĕ лайăх кăтарту! Çавна май Спартакиадăн икĕ хут çĕнтерÿçи пулса тăчĕç. Пирĕн команда йышĕнче район пуçлăхĕ Сергей Антонов, унăн çумĕ Владимир Степанов, райадминистраци водителĕ Анатолий Тухин ăмăртрĕç.
Кăштах канса илнĕ хыççăн триатлонистсем хушшинче хĕрÿ кĕрешÿ пуçланчĕ. Район администрацийĕн культурăпа спорт тата çамрăксен пайĕн специалисчĕ, спорт мастерĕ Сергей Данилов виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Унăн вăхăчĕ - 3.20 минут. Пĕлтĕр Сергей пĕрремĕш пулнăччĕ.
Спартакиада программине поварсен конкурсне те кĕртнĕ. Канаш райповĕн обществăлла апатлану предприятийĕн ĕçченĕсем иртнĕ çул та çĕнтерÿçĕ пулнăччĕ. Хальхинче те «Харпăр-хăй рецепчĕпе хатĕрленĕ блюдо» номинацире мала тухрĕç.
Пĕрлехи çĕнтерĕве пысăк тÿпе хывнăшăн, апатлану йĕркеленĕшĕн район администрацийĕ райпо канашĕн председательне Валерий Павлова, обществăлла апатлану предприятийĕн директорне Алексей Павлова, поварсене тав тăвать. Туслă йышпа темле йывăрлăха та çăмăллăнах çĕнтерме, пысăк çитĕнÿсем тума пулать.