Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

ÇУ КУНĔСЕМ УСĂЛЛĂ ИРТЕÇÇĔ

Çу варри. Ăшă та ырă кунсем тăраççĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланиччен нумаях вăхăт юлмарĕ пулин те шкул ачисен кану тапхăрĕ малаллах тăсăлать-ха. Çак савăнăçлă вăхăта кам епле ирттерме тăрăшать паллах: пĕри - тăванĕсем патне пысăк хулана канма тухса каять, тепри - хаваслă çу кунĕсене усăсăр урамра йыт хăваласа кĕскетет. Асра юлмалли вара - нимех те çук. Ахальтен мар-тăр çуллахи каникул вăхăтĕнче çул çитмен çамрăксемпе ачасен канăвне усăллă йĕркелес, сывлăхне çирĕплетес, ĕçлес хавхаланăвне ÿстерес тĕллевпе районти шкулсенче ĕçпе кану лагерĕсем йĕркеленĕ.

Шкулсенче асăннă лагерьсен пĕрремĕш смени вĕçленчĕ ĕнтĕ, халĕ иккĕмĕш смена вăй илет. Пĕрремĕш сменăра 789 ачана ĕçе явăçтарнă пулнă. Иккĕмĕш сменăра 490 ача ĕçлеме кăмăл тунă. Пайкилт шкулĕнче, акă, иккĕмĕш сменăна 24 ача çÿрет. Вĕсен ĕçне шкулти пахчаçă Анатолий Никифоров йĕркелесе пырать. Эпир пынă хушăра вĕренекенсем вăрмана кайнă пулнă иккен, шкул директорĕ Владислав Ильин ачасене эмел курăкĕсем пуçтарас ĕçе явăçтарнине пĕлтерчĕ. Чăнахах та, çу кунĕсенче мĕн тĕрлĕ сиплĕ курăк кăна çук-ши; Пуçтарма кăна ан ÿркен. Пуçтарса хатĕрленĕ эмел курăкĕсене пайкилтсем Канашри хатĕрлев кантурне кайса параççĕ. Ĕçлес текене ĕç тупăнатех. Акă, шкулăн икĕ гектар çĕр пур, унти пахча çимĕçе ачасем йăлтах хăйсен вăйĕпе лартса çитĕнтереççĕ. Шкул тăван хуçалăха та хастар пулăшать, пĕрремĕш сменăра пулнă ачасем, акă, «Цивильте» купăста лартнă, пахча çимĕçе мĕн çитĕниччен шăварса çум курăкран тасатса тăнă. Лагерьти ачасем çавăн пекех Тăрăн ялĕ çывăхĕнчи ялти вăрман хуçалăхĕн питомникĕнче те хуyавсене çум курăкран икĕ хутчен тасатнă. Пĕрремĕш сменăри сывлăха çирĕплетмелли лагере вара Пайкилтре пĕтĕмпе 19 ача çÿренĕ.

Ку смена хыççăн шкулта практика йĕркелеме палăртнă. Ачасем ун чухне шкул тавра тирпей-илем кĕртессипе ĕçлĕç.

Катек шкулĕнче ĕçпе кану лагерĕсен иккĕмĕш сменине йĕркелемен пулин те шкул пахчинче ачасене йышлăн курма тÿр килчĕ, 7-мĕш классем практика татаççĕ иккен кунта (ÿкерчĕкре).

Аччара ĕç вĕрет кăна, çĕнĕ шкул кунран-кун капмарлансах пырать. Ачасем строительство ĕçĕнчех вăй хураймаççĕ пулин те классемпе спортазала строительсем хыççăн тасатса тирпейлес ĕçе хастар хутшăнаççĕ (ÿкерчĕкре).



23 июля 2005
00:00
Поделиться