ТУСЛĂХ НИХÇАН ТА ТАТĂЛМĔ
Çуллахи каникулăн пĕр уйăхĕ хыçа тăрса юлчĕ. Кану вăхăтне кашниех усăллă ирттерме тăрăшать. Кăçал эпĕ Улатăр районĕнче вырнаçнă «Янтарный» лагерьте пулса куртăм. Çакăншăн, паллах, питĕ савăнатăп. Лагерь хыр вăрманĕнче вырнаçнă. Унта сывлăш уçă, таса.
Юлташсемпе ирттернĕ хаваслă вăхăтсем нихăçан та манăçмĕç. Таня Куракова, Аня Данилова, Таня Петрова, Оля Николаева маншăн чи çывăх туссем пулса тăчĕç.
Лагерьте кашни кунах конкурссем иртетчĕç. Чи пултаруллисене вара парнесемпе чыслатчĕç. Спорт вăййисене те хутшăнаттăмăр. Футболла, волейболла, пионерболла, лапталла выляттăмăр. Шел, шутлă кунсем хăвăрт иртсе кайрĕç. Лагерьте уйрăлтăмăр, анчах кунта çирĕпленнĕ туслăх нихăçан та татăлмасса шанатăп. Май пулсан, тен, тепĕр çцл та килсе курăп-ха.