Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

ТИМĔР ШАПА УТТИПЕ

Выльăх апачĕ хатĕрлес енĕпе ĕç-пуç тивĕçлĕ шайра теме çук районта. Нумай çул ÿсекен курăксене çулмалли вăхăтсем иртсе кайрĕç ĕнтĕ. Ÿсен-тăрансем хытаççĕ, тутăлăхне çухатаççĕ. Курăка пĕр кун каярах çулса хатĕрленĕ утăпа тăрантарнă ĕне кунсерен 600 грамм сахалрах сĕт антарать. Çулталăкне çухату 180 килограма çитет. Утăра клетчатка пухăнать, çакă унăн тутăлăхне чакарать. Выльăха тăрантарма апат тăкакĕ ÿсет-ха, анчах продукцие çителĕклĕ чухлĕ илейместпĕр. Сăлтавĕ вара йăлтах утă пахалăхĕ япăх пулнинче, ăна хытса кайнă курăкран хатĕрленинче.

Халĕ хуçалăхсенче выльăхсен йышĕ пысăк мар, апла-тăк вĕсене лайăх апатпа ытлăн-çитлĕн тивĕçтерме йывăр мар. Мĕнлерех ĕçлетпĕр-ха эпир; Çулсеренех выльăх-чĕрлĕх шутне чакарса пыратпăр, çак пĕчĕк йыша та пахалăхлă утă-улăмпа туллин тивĕçтерейместпĕр.

Чăнах та, утă хатĕрлеме çанталăк самаях чăрмантарать кăçал. Апла сенаж ытларах хывса хăвармалла, унăн пахалăхĕ çинчен те манмалла мар. Анчах çак ĕçре çитменлĕхсем нумай. Çулса пăрахнă курăк, çумăр айне лексе, паккуссенче хуралса кайнă чылай хуçалăхра, апла пулин те ăна сенажа яраççĕ. Ăçтан йĕркеллĕ апат пултăр-ха ĕнтĕ çакăнтан; Тутлăхлă сенаж хатĕрлеме кĕвелĕкпе усă курмалла. Пусăрăнтарнă хутăшри йÿçĕклĕхе хутшăнса вăл апат пахалăхне ÿстерме пулăшать, унăн техĕмлĕхне лайăхлатать. Кавлекен выльăх çакнашкал апата питĕ юратса çиет. Хуçалăхсен ертÿçисемпе ферма специалисчĕсене çакăн çине пысăк тимлĕх уйăрма сĕнетĕп. Кĕвелĕке ăçта туянмаллине ял хуçалăх управленийĕнче тĕплĕн ăнлантарса парĕç.

Хăш-пĕр хуçалăхсенче, дисциплина япăхса кайнипе, «симĕс ĕççие» халĕ те кирлĕ пек йĕркелесе яраймаççĕ, уя тухсан та тимĕр шапа уттипе ĕçлесе пыраççĕ. «Рассвет», «Родник» ЯХПКсенче, «Звезда», «Волга», «Исток», «Агора», «Заря», «Новый путь», «Янишево» обществăсенче «симĕс ĕççи» хăвăртлăхĕ питĕ пĕчĕк.

Выльăх апачĕ хатĕрлемешкĕн çуллахи кашни уяр кунпа тухăçлă усă курма тăрăшмалла: иртен пуçласа каçчен улăх-çаранран курăк пухса кĕртмелле, косилкăсене паркра ĕçсĕр лартмалла мар. Çавăн чухне кăна выльăх-чĕрлĕх валли апат саппасне çителĕклĕ хывса хăварăпăр, хĕлле сăвăма ÿстерĕпĕр, ĕне-вăкăра самăрлатăпăр. Халĕ, çуллахи хĕрÿ кун, юлхавланса выртсан, хĕлле выльăх умĕнче куритере утăпа сенаж пулмĕ, апла хуçалăх малалла аталанасси пирки шутлама та кирлĕ мар.



13 июля 2005
00:00
Поделиться