ЫЙТУСЕН ХУРАВНЕ ТУПНĂ
Çак кунсенче район администрацийĕнче республикăри социаллă ĕçченсен семинар-канашлăвĕ иртнĕ. Унта Патăрьел, Йĕпреç, Канаш, Комсомольски, Шăмăршă, Елчĕк, Тăвай районĕсен тата Канаш хула администрацийĕсен социаллă хÿтлĕх пайĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă. Ĕç, социаллă тата демографи политикин министерствин пособисен пайĕн пуçлăхĕ И.Дроздова пухăннисене 2005 çулхи мартăн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ Раççей Федерацийĕн Çурт-йĕр кодексĕпе паллаштарнă, халăха субсиди парассипе çыхăннă ыйтусене хуравланă. Субсидисен пайĕн пуçлăхĕ С.Баукина статистика отчетне мĕнле тумаллине ăнлантарса панă.