АЙĂПЛИСЕНЕ ШТРАФ ТŸЛЕТТЕРНĔ
Район администрацийĕнчи административлă комисси хăйĕн 6 уйăхри ĕçне пĕтĕмлетнĕ. Çак тапхăрта вăл 189 материал пăхса тухнă. Ял-хула территорийĕсене тирпей-илем кÿмелли правилăсене пăснăшăн - 47 материал, харпăр хăй тытакан транспорт хатĕрĕсене ăçта килнĕ унта лартса çут çанталăка вараланăшăн - 13, услам илес тĕллевпе килте эрех хатĕрлесе сутнăшăн 41 материал хатĕрленĕ.
Кил-тĕрĕшре харкашу çĕклекенсем (76 материал) уйрăмах нумаййăн. Пĕтĕмпе 142 çынна штраф (90200 тенкĕ) тÿлеттернĕ, 41-ĕшне асăрхаттарнă.