Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

«КĔÇĔН ÇАВАЛ» АСЛĂ ПОВАРĔ

«Тутлă апат-çимĕç хатĕрлесси - искусство. Ăста пулни кăна çителĕксĕр, ĕçе чун-чĕре ăшшине хумалла», -  çапла шутлать «Кĕçĕн Çавал» столовăй аслă поварĕ Р.Иванова. Ун сăмахĕсемпе килĕшмесĕр тăма çук: Раиса Алексеевна кулинари ăсталăхĕпе тата хăйĕн вăрттăнлăхĕпе хатĕрленĕ апат техĕмлĕ шăршипе çийĕнчех аппетита уçса ярать. Турилкке-чашăкри пĕлсе илемлетнĕ çимĕç кăмăла çĕклет, ăна хапăл тусах çиетĕн. Тутă тытакан апат сывлăха витĕм кÿнине кун пек чух асăнма кирлех-ши;

Шкулта 8 класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн 1964 çулхи августăн 1-мĕшĕнче ĕçе вырнаçнă вăл Шăхасанти столовăя.

- Ун чухнехи заведующи Николай Николаевич Тимофеев ученика ĕçе илчĕ. Хуран тасаттаратчĕç малтан. Тăхăр тенкĕ тÿлетчĕç. Ултă уйăх ĕçлерĕм. Шупашкарта кондитера вĕрентĕм каярахпа. Общепит директорĕ Михаил Потапов ял хуçалăх столовăйне аслă повара лартрĕ. Приход-расхода, документсене тĕрĕс çырма вĕрентрĕ, - аса илет Раиса Алексеевна.

Хĕрачана малтанхи вăхăтра йывăр пулнă, анчах вăл ĕçрен пĕртте хăраман, аслă юлташĕсенчен ăсталăха хăнăхма тăрăшнă.

- Купи-купипе çĕр улми шурататтăмăр. Шывĕ сивĕччĕ, шăнса кÿтнипе çĕçĕ алăран тухса ÿкетчĕ. Сителе лашапа шыв турттарма кайрăмăр пĕррехинче. Общепитăн хушма хуçалăх пурччĕ. Кашни кун хур тĕкĕ тататтăмăр унта. Вăрмантан вутă-шанкă турттараттăмăр апат пĕçерме. Купăстан кивĕ çулçине те сая яман, кайăк-кĕшĕке çитернĕ.

Кивĕ столовăйĕнче вĕтĕ кукăльсем пĕçерсе тимĕр савăтсемпе сутма илсе тухаттăмăр. Сутса пĕтернĕ çĕре чуста хăпарса каятчĕ. Хыпаланса ĕçлеме тиветчĕ çав. Ун чухне кукăль 4-5 пус çеç тăратчĕ. Апат та йÿнĕ пулнă. Çавăнпа халăх питĕ нумай килетчĕ. Пĕр вĕçĕм çăкăр касса, яшка ярса, пăттине хурса парса алăсем ывăнатчĕç, - иртнĕ вăхăта куç умне кăларать Раиса Алексеевна.

Аса илмелли вара темĕн чухлех унăн:

- Чăвашпотребсоюзра, квалификаци экзаменĕнче, апат хатĕрлеттерчĕç. Ниçтан вуламасăр, хам шутласа салат турăм. Мĕнле ят памалла - пĕлместĕп. Майонез çинчи çăмарта сарри пулăшрĕ - «Хĕвел!» тесе ятăм. Комиссие питĕ килĕшрĕ ман çимĕç.

Професси конкурсĕсенче яланах çĕнтернĕ Р.Иванова, ĕçлĕ тупăшусенче те малта пулнă:

- «Колос» кафере ăмăрту иртрĕ. Валя Урванцева мастер-поварпа иксĕмĕр   пĕрремĕш вырăн йышăнтăмăр. Пятигорск хулине виçĕ эрнелĕхе канма ячĕç пире. Центросоюз санаторине.

Раиса Алексеевна курорт-хулара М.Ю.Лермонтов музей-заповедникĕпе паллашнă, Машук тата Горячая сăртсем çине хăпарса кăнтăрти тавралăхпа киленнĕ. 1982 çулта соцăмăртура çĕнтернĕшĕн ГДРта пулса курма тÿр килнĕ ăна. Демократиллĕ Германире 6 хулара чаплă вырăнсемпе паллашнă, Берлинта Бранденбург хапхине курса тĕлĕнни  уйрăмах асрă юлнă.

Ĕçри хастарлăхшăн турпутевкăсемпе кăна мар, Чăвашпотребсоюз, райпо грамотисемпе те хавхалантарнă ăна. «Потребкооперацире 30 çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн», «ЧР потребкоопераци ветеранĕ» знаксем пур унăн.

Хăйĕн ĕçне чунтан юратать Раиса Алексеевна. Вăтăр-хĕрĕх тĕрлĕ салат ним мар ăсталама пултарать.

- Пĕвер торчĕ питĕ килĕшет пирĕн пата килекенсене, - тет вăл. - Çăнăхран хатĕрленĕ çимĕç лайăх каять. Кунне 2 пин вĕтĕ кукăль сутăнать. Юбилей, çуралнă кун, тĕрлĕ уявсем ирттерме  саккас нумай килет. Пушă вăхăт çук пирĕн.

Раиса Алексеевна Калиновка ялĕнчен ĕçе çÿрет. Мăшăрĕпе Владимир Яковлевичпа, вăл Канашра депора вăй хурать, 36 çул килĕштерсе пурăнать. Пилĕк мăнук вĕсен. Мăнуксем асламăшĕ пĕçернĕ апат-çимĕçе питĕ юратаççĕ.



08 июля 2005
00:00
Поделиться