ЕШКИЛТРИ ĔÇЧЕН ТЕ ЫРĂ ИНКЕСЕМ
Кирек хăш пулăм та, çав шутра хăйĕн пĕлтерĕшĕпе пĕтĕм тенчешĕн питĕ çывăххи те, вăхăт хăй йĕркипе шуса иртнĕ, вунă çулсем, ĕмĕрсем ылмашăннăçемĕн историн пурне те хупласа хуракан тусанĕпе витĕнет. Мĕн тăвăн, кăçалхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Мускавра тĕлĕнтермĕш парад ирттерсе паллă тунă Аслă Çĕнтерÿ шăпи те çав картаран тухса юлаймĕ. Вăрçа, çав хăрушăран та хăрушă тамăка, хăйсен куçĕпе курнисем, хăйсен вышкайсăр нуши-терчĕпе тÿссе ирттернисем сахаллансах пыраççĕ, тепĕр вун-вун пилĕк çултан вĕсем çутă тĕнчере тăрса та юлмĕç. Чĕррисем вара... Ятарлă тĕпчев ирттерни мĕн кăтартса панă-ха; Паянхи шкул ачисенчен 75-80 проценчĕ 1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çинчен нимĕн те пĕлмест иккен...
Аслă Çĕнтерÿ 60 çул тултарнине чаплăн паллă тунă кунсенче çĕр-çĕр фронтовика курма пултартăмăр-ха. Çапах та питĕ сахал вĕсем. Калăпăр, ман ентешĕмсем, Ешкилт ялĕнчи арçынсем, çĕр çын ытла Мускава, Сталинград, Ленинград таврашĕнчи хаяр çапăçусенче хутшăннă, вăрçăн вут-çулăмлă çулĕпе Берлина çитнĕ. Вĕсенчен çурри тăван яла таврăнайман, нумайăшĕ ĕмĕрлĕх ăçта выртса юлни халиччен те паллă мар. Паян фашизма хирĕç алла хĕç-пăшал тытса çапăçнисенчен виççĕн кăна пурăнаççĕ - Николай Иванович Иванов, Федор Миронович Миронов тата Александр Александрович Александрова (вăл ялта мар, отставкăри полковник. Тверь хулинче пурăнать).
Вăрçăн йывăр çулĕсенче ялти пĕтĕм ĕçе хăйсем çине илнисем те - хĕрарăмсем - сахаллансах пыраççĕ. Юлашки çулсенче «тыл ветеранĕ» теме пуçларĕç вĕсене, хăш-пĕр çăмăллăх пачĕç. Çапах та çăмăллăх темелли çук, мăшкăл çеç. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин тапхăрĕнче тылра хастар ĕçленисене 1990 çулсен варринче пенси çумне Раççейри чи пĕчĕк ĕç укçин çуррине хушса памалла тунăччĕ. Саккун йышăнсах. Ун чухне 42 тенкĕ пулнă вăл. Унтанпа 10 çул ытла иртрĕ. Тыл ветеранĕсене вара çав-çавах уйăхра 42 тенкĕ хушса параççĕ. Тахçан эпĕ çакăн пек «бюрократла» ăнлантарса панине вуланăччĕ. Асăннă саккуна вăя кĕртнĕ чухне Раççейри уйăхри чи пĕчĕк ĕç укçи 84 тенкĕ пулнă, çавăнпа 42 тенкĕ хушса параççĕ. Çав хисепе пысăклатассине ниçта та асăнман иккен. Тĕлĕнмелле мар-и; Кирек хăш тÿлеве те индексаци йĕркипе пысăклатаççĕ-çке. Чи пĕчĕк ĕç укçи шайĕ те 10 хут ытла ÿснĕ унтанпа. Анчах тыл ветеранĕсене «пăрахса панă» 42 тенкĕ бетон евĕр хытса ларнă. Шутласан, паян кун мĕн туянма пулать çав 42 тенкĕпе; Нивушлĕ влаçра ларакансем, Дума депутачĕсем хăйсем миллионшар ĕçченне кÿрентернине аса илмеççĕ. Хăйсен енчĕкне юлашки çулсенче 2-3 хут хулăнлатнă хушăра вăрçă çулĕсенче выçăллă-тутăллă пурăнса нушаланнă, Çĕнтерÿшĕн ырми-канми ĕçленĕ çынсене манса хăварни пĕрре те шухăша ямасть-ши вĕсене;
Питех те шел, Аслă Çĕнтерÿ 60 çул тултарнине палăртнă тапхăрта та вĕсене, тыл ветеранĕсене, темлерен, ячĕшĕн тенĕ пек çеç асăнкаларĕç. Паян пурăнакан фронтовиксем пекех вĕсем те халăх хисепне, пуçлăхра ларакансен тав сăмахне тивĕçлĕ мар-и вара; Вĕсене те курăмлăн пулăшни кирлĕ марччĕ-и; Ман ÿсĕмри ача-пăчашăн, вуннă-вуниккĕре уй-хирти, фермăсенчи ĕçе кÿлĕннĕскерсемшĕн, вĕсем кашни утăмрах вĕрентсе, пулăшса тăракансем шутланнă. Ĕçчен те ырă инкесенчен хăшне-пĕрне çеç ятран асăнăп. Ыттисем кÿренмĕç уншăн. Анна Митрофанова пире çурлапа тырă вырнă чухне час-часах ятлатчĕ. Хăй питĕ тĕплĕ ĕçлекенскер, хăмăла тикĕс кастарманшăн, пучах тăкса хăварнăшăн, кĕлтесене сулчă çыхнăшăн асăрхаттаратчĕ. Йăкăнат салтак арăмĕ Ульяна йĕтĕме кĕлте кÿнĕ вăхăтра пайтах пулăшнă пире. Мария Харитонова, Анастасия Николаева, Матрена Александрова, Лидия Иванова уй-хир бригадисене ертсе пынă. Маша аппана, вăрçă умĕн пирĕн яла Кăшнаруйран качча пынă Мария Иульяновнăна, ăçтан манăн-ха; Вăл пире, суха ачисене, ялтан виçĕ-тăватă çухрăм уя апат илсе пырса çитеретчĕ. Çавра çăкăра, пĕр витре яшкана, тепĕр чÿлмек пăтта шыв кĕвентипе çĕклесе пынă вăл. Эпир, суха тăвакан тăватă ача, сÿре ачисем тепĕр иккĕн, çав апата çырма хĕрринчи çерем çине ларса ним хăварми çисе яраттăмăр...
Вăрçă çулĕсенче ялта вăй-хала шĕллемесĕр ĕçленĕ хĕрарăмсенчен нумайăшĕ паян пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Эпир вĕсене яланах ăшă сăмахпа асăнатпăр. Чăн-чăн ĕç паттăрĕсем, вăрçă паттăрĕсем пулнă вĕсем.