Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

АШШĔ-АМĂШ ĂШШИ КИРЛĔ

Кашни çынах çĕр çине телей курма çуралать, анчах шăпа ăна пурне те пĕр пек валеçмест-çке. Пĕри çуралсанах нуша-асап тыткăнĕнче, тепри ашшĕ-амăш хÿттинче, вĕсен ăшшипе юратăвне туйса ÿсет. Йывăрлăха лекнисен пурнăçне çăмăллăх кÿрес ыйтусемпе ĕçлет те ĕнтĕ опекăпа попечительство пайĕ.

Кăçалхи пĕрремĕш çур çуллăхра райадминистрацин опека пайĕнче йĕркесĕр 142 çемьене учета тăратнă. Вĕсенче 299 ача çитĕнет. Ашшĕ-амăшĕсĕр тăлăха юлнă ачасем 130-ăн. Вĕсен пурин те опекунсемпе попечительсем пур. Пекунсенчен 29-шĕ - пенсионерсем, ыттисем тĕрлĕ отрасльте вăй хураççĕ.

Кăçал кăна 24 тăлăх ачана палăртнă. 3 ачана Куславккари шкул-интерната, пĕрне Улатăрти ача-пăча çуртне вырнаçтарнă.

Ашшĕ-амăш прависĕр юлнисен йышĕ те пĕчĕкех мар. Хăйсен тĕпренчĕкĕсене пăхса ÿстерессинчен тата воспитани парассинчен пăрăнакан 4 мăшăра Канаш район сучĕ ашшĕ-амăш прависĕр хăварнă, икĕ мăшăра асăрхаттарнă.

Кăçалхи 6 уйăхра 22 çамрăк çемье арканнă. Мăшăрсем вăтамран 25-35 çулсенче. Ашшĕпе амăшĕ пĕр чĕлхе тупайманнине пула 31 ача йывăрлăха лекнĕ. Ачасене пурне те тенĕ пекех амашĕсемпе хăварнă, пĕри - ашшĕпе.

Районта тăтăшах рейдсем ирттеретпĕр, сывлăхшăн тата пурнăçшăн хăрушă лару-тăрура пурăнакансемпе те паллашма тÿр килет. Çул çитменнисепе ĕçлекен комисси ларăвĕсенче ачасен саккуна хирĕçле хăтланăвĕсене пăхса тухатпăр, ачисене воспитани парассишĕн тимлемен ашшĕ-амăшĕсене явап тыттаратпăр.



08 июля 2005
00:00
Поделиться