Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

УРА ХУРАКАНСЕНЕ

Эсир пире усал теетĕр;

Пире таптамасан чĕнместпĕр.

Ура айне пуласшăн мар

Шавлатпăр тепĕр чух хăр-хар.

 

Эсир пире чулпа перетĕр;

Эпир сире сĕнетпĕр улма

Тÿрленĕ пирĕн мĕскĕн чун,

Тупаймĕ канăç сирĕн юн.

 

Сире ытла нумай ма кирлĕ;

Эсир пурнасшăн мар-çке мирлĕ.

Юлать йăлтах харам пыра -

Мулра сăвап эс ан шыра.

 

Эпир те этемех, эсир те

Пуриншĕн пĕр - сĕм çĕрте, ир те*

Пĕр сывлăшпа сывлать этем,

Мĕн-ма-ха тĕрлĕрен чунсем.

 

Юлашкинчен калам Сире

- Пурнам Сире сире-сире.



06 июля 2005
00:00
Поделиться