Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

ПАРХАТАРЛĂ ĔÇĔСЕМ МАНĂÇМАÇÇĔ

Шăхасан выççăлккинче пурăнакан вăрçă ветеранĕсен, Никифор Алексеевич Алексеевпа Иван Андреевич Кондрашовăн, аса илсе каласа памалли нумай.

Н.Алексеев, ача чухнех учитель пулма ĕмĕтленнĕскер, 1937 çулта Канашри педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. Анчах çемйи Алтай тăрăхне пурăнма куçса кайнă пирки юлашки курса Барнаулти педучилищĕре вĕренсе пĕтернĕ. Алла диплом илнĕ ятпа ирттерекен чи савăнăçлă каçра Тăван çĕршыв çине фашистла Германи тапăнни çинчен пĕлтернĕ. Вăрçă тухнă хыпара илтсен Алексеевсем тăван Иккĕмĕш Хурамала таврăннă.

1942 çулхи март уйăхĕнче Никифор Алексеевич çĕршыва тăшманран хÿтĕлеме тухса кайнă, тĕрлĕ фронтсенче паттăррăн çапăçнă. Украина, Белорусси, Польша, Хĕвел тухăç Прусси çĕрĕсене ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă.

- Пĕррехинче фашистсемпе вирлĕ çапăçнă хыççăн тавралăх вăхăтлăха шăпланчĕ, - аса илет ватă салтак. - Эпир вĕсене тĕппипех пĕтертĕмĕр пуль тесе шутларăмăр. Салтаксем пĕрин хыççăн тепри котелок илсе апата кайрĕç, эпĕ те вĕсемпе пĕрлех. Каялла таврăннă чухне нимĕçсем пире асăрхарĕç пулас та вут-çулăм тăкма пуçларĕç. Эпĕ кукленсе лартăм, пĕр пульли апат котелокне шăтарса тухса кайрĕ.

Хастар пулеметчик çĕнтерĕве Ижевск хулинчи госпитальте кĕтсе илнĕ. Тăван яла кăкăр тулли орден-медальпе таврăннă. Вăрçă хыççăн Никифор Алексеевич хăйĕн пурнăçне вĕрентÿ ĕçĕпе çыхăнтарнă. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех шкулта ачасене тарăн пĕлÿ парассишĕн тăрăшнă. Çĕнĕ Чалкасси вăтам шкулĕн ертÿçинче 17 çул ăнăçлă ĕçленĕ.

Вăрçă инкекĕ Иван Андреевич Кондрашов çемйине те çитнĕ. Вăрçăн малтанхи кунĕсенчех ашшĕ фронта тухса кайнă. Иван ашшĕ вырăнне кладовщикра ĕçленĕ. 18 çул тултарсан çамрăкăн та çара кайма ят тухнă. Вăл Инçет Хĕвел тухăçĕнчи стрелоксен 157-мĕш саппасри полкне лекнĕ. Кунта авиаци базисенче самолетсене çапăçăва хатĕрлесе кăларса янă. Иван Андреевич Корея, Япони, Китай çĕрĕсене ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă, çĕршывăн пысăк наградисене илме тивĕçнĕ. Тăван килне 1950 çулта таврăннă, юхăннă хуçалăха ура çине тăратассишĕн ял-йышпа пĕрле ырми-канми тăрăшнă. Шупашкарта тимĕрçе вĕреннĕ, тăван колхозра ĕçлесе пенсие тухнă.

Çулсем пĕрин хыççăн тепри сисĕнмесĕр иртеççĕ. Хăрушă вăрçă кунĕсем ку темĕн манăçмалла пек. Çук çав, мĕн курса-тÿссе ирттернине асран кăлармаççĕ фронтовиксем. Вĕсен пархатарлă ĕçĕсем пирĕншĕн тĕслĕх вырăнне ĕмĕрлĕхе юлĕç.



06 июля 2005
00:00
Поделиться