ХАТĔРЛЕР СЕНАЖ ТА УТĂ, ХĔЛЛЕ ВЫЛЬĂХ ПУЛТĂР ТУТĂ
Тунтикун район администрацийĕн пайсемпе службăсен, ял администраци пуçлăхĕсен, ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисен пĕрлехи канашлăвĕ иртрĕ. Районăн экономикине, социаллă пурнăçне аталантарассипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухрĕç.
Юлашки вăхăтра çанталăк çĕр ĕçченне хĕвеллĕ те ăшă кунсемпе питех савăнтармарĕ-ха. Çине-çинех çумăр çуса тăнипе выльăх апачĕ хатĕрлессине чарса тăчĕ. Нумай çул ÿсекен курăксем районта 9800 гектар йышăнаççĕ, 3500 гектар çинчи курăка сенаж тума çулнă, пĕр пин тоннăна яхăн утă хатĕрленĕ. Выльăх-чĕрлĕхе йĕркеллĕ хĕл каçаран-тăк 7,5 пин тонна утă,14 пин тонна сенаж кирлĕ. Паянхи куна утă хатĕрлессипе Киров, Крупская ячĕллĕ, «Урюм», «Хучель», «Агат», «Мотор» хуçалăхсем кăна аван ĕçленине палăртрĕ ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ В.Семенов районта выльăх-чĕрлĕх апачĕ хатĕрлесси мĕнле пынине тишкернĕ май. Çанталăк условийĕсене пула утă хатĕрлеме май çук пулсан, сенаж ытларах хывма тăрăшмалла, тăварпа, тутă тытакан хутăшсемпе усă курмалла, унсăрăн сенаж пахалăхĕ пĕчĕк пулать.
Халĕ çĕр хатĕрлеме пуçламалла. Киров ячĕллĕ, «Луч», «Родина» ЯХПКсенче ку ĕçе пахалăхлă пуçăннă. Кăçал сахалтан та 5 пин гектар акса хăвармалла, терĕ Валерий Артемьевич.
Тыр-пула пухса кĕртмелли техникăна юсама та вăхăт. Атту чылай çĕрте патне-кутне çитсен çеç комбайнсене тÿрлетме тытăнаççĕ.
Ĕне-выльăх йышĕ чакни çинче те чарăнса тăчĕ ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ. «Мотор» (81 ĕне юлнă), «Агора», «Волга» хуçалăхсенче ĕнесен шучĕ сахаллансах пырать. Кĕтĕве кашни уйăхра пĕр пуç та пулин ÿстерес вырăнне, пирĕн кутăнла пулса пырать.
«Урюм», «Восток», Киров ячĕллĕ, «Агат» хуçалăхсенче сĕт сăвасси, ăна халăхран пуçтарасси те лайăх шайра.
Пĕлтĕр социаллă сферăра ĕçлекенсем ЯХПКсене утçи вăхăтĕнче самай пысăк пулăшу кÿнĕччĕ. Вĕсене çак ĕçе кăçал та анлă явăçтарма кирлине палăртрĕ район ертÿçи С.Антонов.
Экономика пайĕн пуçлăхĕ В.Александрова районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн 6 уйăхри кăтартăвĕсемпе туллин паллаштарчĕ.
Апрельтен пуçласа июньччен тавралăха тирпей-илем кÿрессипе икуйăхлăх иртрĕ. Ятарлă комисси ялсене тухса çÿресе асăннă ыйтăва вырăнта мĕнле тимлĕх уйăрнине тĕрĕслерĕ. Районăн тĕп архитекторĕ Г.Никитина палăртнă тăрăх, комисси чылай ялта санитари правилисене пăснă тĕслĕхсене тупса палăртнă. Унта та кунта киосксем уçăлаççĕ, вĕсен йĕри-тавра вара мĕн кăна йăваланмасть. Ял илемлĕ те таса пултăр тесе, унта йывăç-курăк лартса ÿстерессипе Çеçпĕл, Татмăш, Сиккасси ял администрацийĕсем уйрăмах лайăх ĕçленĕ.
- Ялсенче паян ĕçсĕр çынсем темĕн чухлех. Вырăнта пĕр-пĕр ĕç тумалла пулсан вара ял администраци пуçлăхĕсем «ăçтан çын тупас» тесе ÿпкелешеççĕ. Тархасшăн, ĕçе явăçтарăр вĕсене, уссăр çапкаланса ан çÿреччĕр. Районта пурăнакан 344 çын биржăра тăрать. Ялта тирпей-илем кĕртессипе ĕçлеччĕр вĕсем, - терĕ С.Антонов.
Канашлура Вăтакас Кипеч, Атнаш, Шелттем, ял администраци пуçлăхĕсем В.Максимов, А.Константинов, В.Николаев ĕçтешĕсем умĕнче отчет турĕç.