ĔÇПЕ ÇЕÇ ЭС ПУЛĂН ХИСЕПРЕ
Астăватăп-ха, «Канаш» ЯХПК председательне ун чухне пысăкрах должноçа куçарасси çинчен сас-хура тухнăччĕ те, ял ĕçченĕсем хуйха ÿкнĕччĕ. Ара, ăслă ертÿçĕ кĕске вăхăтрах çынсемшĕн мĕн чул ырă ĕç тума ĕлкĕрнĕччĕ.
- Эсир тăрăшнипе пирĕн колхоз Василий Игнатьевич Димитриев хыççăн хăйĕн ят-сумне районта та, республикăра та çухатмарĕ, - тенĕ вĕсем.
Çак сăмахсем председатель чунне пырса тивнĕ. Хуçалăхрах юлнă вара вăл.
Халĕ те, вунă çул ытла иртсен те, Валерий Васильевич Долгов çинчен çакнах калаççĕ. Тăван яла килмессерен кашнинчех телефонпа та пулин унпа калаçса илме тăрăшатăп. Анчах ăна пÿлĕмре тупма йывăр: фермăна çитмелле унăн, строительсем патĕнче, пилорамăра, кăлпасси цехĕнче пулмалла, Мăкăр ялĕнче газификаци ĕçĕсем мĕнле пынине тĕрĕслемелле, çынсемпе канашламалла, кама мĕн пăшăрхантарнине пĕлмелле. Паллă ĕнтĕ, вăйсăррисене çитменлĕхсем каялла туртаççĕ, вăйлисене вара малалла сулмаклăрах утăмсемпе кайма хистеççĕ.
90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче пасар экономики «Канаш» хуçалăха та хытах силлерĕ. Союзлă республикăсенчи заводсем юхăннă хыççăн ялта çĕнĕ техника сахалланчĕ, уй-хир ĕçĕсем ирттерме бензин-топливо çитмен. Фермăсенче йывăрлăхсем тухса тăнă. Тăкаксем кăна кÿреççĕ пулсан, ака-суха тума кирлех-ши;
Мĕн тумалла; Малашне мĕнле пурăнмалла; Председатель лайăх ăнланнă: хăвна шанмасан, айккинчен килсе пулăшасса кĕтсе ларнипе пурлă пулаймăн. Ял хуçалăх предприятийĕсем юхăнса панкрута тухни ăна хытă шухăшлаттарнă.
- Çапла, питĕ йывăрччĕ, - аса илет Валерий Васильевич. - Вырăнти чăрмавсемпе путланса лармалла мар пирĕн. Газ кĕртме пуçларăмăр та, ял çыннисем хавхаланса кайрĕç. Газификаци валли материалсене бартерпа тупаттăмăр. Выльăх, кăлпасси, тырă, çĕр улми пăрăхсем илме каятчĕç. Чĕрене ыраттарсах ĕç укçине каярах тÿлемешкĕн килĕшме тиветчĕ. Çапах та çынсем ăнланчĕç йывăрлăхсене, «тĕрĕслĕх» шыраса суд тăрăх чупмарĕç.
Валерий Васильевич та, правлени членĕсем те хуçалăх кассинче укçа-тенкĕ мĕн чухлĕ пулни, газификаци валли, ĕçшĕн тÿлеме вăл мĕн чухлĕ кирли çинчен халăха тăтăшах пĕлтерсе тăнă. Пĕр пус та усăсăр сапаланманнине курса, çынсем Долгова шаннă, ăна ĕненнĕ. Пенсионерсене, нумай ачаллă çемьесене, йывăрлăха кĕрсе ÿкнисене нихăçан та пулăшусăр хăварман вăл.
Халĕ те пĕртте çăмăл мар, апла пулин те «Канаш» аталанать. Çулсеренех кунта пысăк тухăçлă тыр-пулпа çĕр улми пухса кĕртеççĕ. Фермăсенче сĕт сăвăмĕ, выльăхсен ÿтхушаслăхĕ аван. Кĕскен каласан, йывăрлăхсем умĕнче пуç усмасть коллектив, малаллах талпăнать.
Çак кунсенче фермăра дояркăсемпе тĕл пултăм. Темле йывăр пулсан та председатель çынсемпе ырă хутшăнусене сыхласа хăварма тăрăшнине пĕлтерчĕç вĕсем. Пĕр шутласан, вак-тĕвек кăна-ха ĕнтĕ çакă, анчах пирĕн пĕтĕм пурнăç çакнашкал вак-тĕвексенчен тăрать-çке.
Пурнăçра йăлт ĕç
тытса тăрать,
Кил-йыша вăл килĕшÿ
кÿрет.
Харсăра кăларĕ паттăра,
Ĕçпе çеç эс пулăн
хисепре.
Çак сăвă йĕркисем Валерий Долгова - ертÿçĕне, депутата, ĕçчен çынна - питех те лайăх сăнласа панăн туйăнать мана.