Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

«01» хыпарлать

Ял хуçалăх предприятийĕсенчи ирĕклĕ пушар командисем - шанчăклă пулăшуçăсем. Çулталăк хушшинче вĕсем вуншар пушар сÿнтереççĕ, инкеке вăхăтра сирсе яраççĕ, миллионшар тенĕлĕх пурлăха, çын пурнăçне вут-кăвартан çăлса хăвараççĕ.

Киров ячĕллĕ, «Пучах», «Путь Ленина», «Вперед», «Рассвет» ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем пушар хăрушсăрлăх ыйтăвĕ çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Асăннă хуçалăхсенче пушар машинисене яланах юсавлă тытаççĕ, вĕсене шывпа тата сĕрмелли-çунтармалли материалпа тивĕçтернĕ, ертÿçисем 15-мĕш ПЧри пĕрлехи диспетчер службипе тачă çыхăну тытаççĕ, кулленех сведенисем парса тăраççĕ.

Шел те, юлашки çулсенче экономикăри йывăрлăхсене, хăш-пĕр хуçалăхсем пĕтнине пула ирĕклĕ пушар дружинисен шучĕ чакать. Пушар сÿнтермелли машинăна вырăнта тытса тăма халăхра çулленех укçа пуçтараççĕ. Апла пулин те хăш-пĕр ял администраци ертÿçисем пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе ĕçлессине хăйсенчен сирме тăрăшаççĕ. Июнĕн 28-мĕшĕ тĕлне 26 пушар командинчен 13-шĕ çеç вырăна тухма хатĕр, вĕсенче талăкĕпех дежурство та йĕркелемен.

Шуркасси («Агора» Агрофирма ООО), Вăтакас Кипеч («Пахарь» ООО), Янкăлч («Мир» ЯХПК), Пайкилт («Цивиль»), Карăклă (Крупская ячĕллĕ), Ăнтавăш («Новый путь» ООО), Хучел («Хучел» ЗАО), Ăвăспÿрт Кипеч («Заря» ЗАО), Кăшнаруй ял администрацийĕсенче пушар сÿнтермелли техника хатĕрĕсем кашни çулах хутса ăшăтакан пÿлĕмсенче хĕл каçаççĕ.

Пушар командисен ĕçне кирлĕ пек йĕркелемен хуçалăхсен çак ыйту çине тимлĕх уйăрма вăхăт. Пĕчĕк япалана перекетлесе пысăк çухату тăвас марччĕ.

Пушар хăрушсăрлăхĕ вут-кăварпа кĕрешекен органсене çеç мар, халăха, мĕн пур организаци ертÿçине канăçсăрлантарма тивĕç.



06 июля 2005
00:00
Поделиться