Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

ТУРСЛЕТРА - УЧИТЕЛЬСЕМ

Хыр вăрманĕнчи капăр уçланкăна районти вăтам шкулсен командисем йăлана кĕнĕ туристсен слетне пухăнчĕç. Ăна районти вĕрентÿ управленийĕпе (пуçлăхĕ Ю.Алексеев) вĕрентÿре ĕçлекенсен районти профсоюз организацийĕ (председателĕ Л.Углева) йĕркеленĕ. Вĕсем çак ăмăртусем унта хутшăнакансемшĕн интереслĕ пулччăр тесе нумай тăрăшнă.

Пĕрремĕш кун учительсем тĕрлĕ тапхăрсенче чăрмавсене çĕнессипе - палаткăсем вырнаçтарас, тĕвĕ-йăлмак çыхас, азимута тупса палăртас, шыв  урлă каçас енĕпе тупăшрĕç. Командăсем пурте чăрмавсене ăнăçлă парăнтарчĕç. Районти вĕрентÿ управленийĕн команди (капитанĕ А.Димитриев) чи лайăххи пулчĕ. Каçхине уçланкăра кăвайт ялкăшрĕ, ун тавра ăмăртуçăсем пухăнчĕç. Баян сасси кăмăла çĕклентерсе шăранчĕ - учительсене юрă-ташă конкурсне йыхравларĕ. Кунта шăхасансем пултаруллăрах пулни курăнчĕ.

Иккĕмĕш кун тепĕр çăмăл мар чăрмавпа пуçланчĕ. Слета хутшăннисем пĕрин хыççăн тепри ориентир трассипе малалла васкарĕç. Вĕсен карттă çине палăртнă ултă контроль пунктне тупса палăртмалла. Пурте пултараймарĕç çакна. Çапах та В.Константинована, Е.Михайлована (вĕрентÿ управленийĕ), Н.Александрована (Сухайкасси) палăртса хăварас килет, вĕсем лайăх кăтартусем турĕç.

Тавра пĕлÿçĕсем, экологсем, поварсем те ăмăртрĕç. Мини-футбол турнирĕ интереслĕ иртрĕ, кунта командăсенче арçынсемпе пĕрле хĕрарăмсем те вылярĕç. Пултараççĕ çав учительсем! Шкулта вĕсем ачасене тарăн пĕлÿ парассишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ, кану-вăйăсенче вара кăмăл тулли савăнма пĕлеççĕ, тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсенче хутшăнма та ÿркенмеççĕ, сывă пурнăç йĕркине çирĕппĕн тытса пыраççĕ. Турслетра çакă йăлтах куç умне уçăмлăн тухса тăчĕ.

Ăмăртусем вĕçленсен командăсем каллех уçланкăна вырнаçса тăчĕç. Савăнăçлă самант - çĕнтерÿçĕсене чысласси пуçланчĕ. Шăхасан, Вырăскас Пикших тата Сухайкасси шкулĕсем слет призерĕсем пулчĕç. Учительсенчен нумайăшĕ турслета пуçласа хутшăннă та, хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ енчен кăтартма пултарчĕç. Çак хăнăхусем вĕсене шкулта ачасемпе ĕçленĕ чухне кирлĕ пулаççех ĕнтĕ. Туризм кану кăна мар, çитĕнекен ăрăва воспитани памалли витĕмлĕ формăсенчен пĕри пулса тăрать.



04 июля 2005
00:00
Поделиться