Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

ПĔЧĔК ЯЛĂН ПЫСĂК УЯВĔ


Çÿлти Вăрманъялта пурăнакансем çак кунсенче хăйсен тăван ялĕн уявне паллă турĕç. Çак ялта пурăнакансем, кунта çуралса ÿссе халĕ çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче вăй хуракансем пуçтарăнна уява. Ялти ватă ветеран Василий Яковлевич Яковлев Вăрманъяль историйĕпе паллаштарнă. Ял пурнăçне сăнлакан стенд та хатĕрленĕ. Вăйă-кулăпа, юрă-ташăпа пуян пулнă уяв. Районти культура çурчĕн, Çÿлти Вăрманъялти тата Анаткас Кипечри клубсен ĕçченĕсем пысăк концерт хатĕрленĕ.


23 июня 2003
00:00
Поделиться