Поздравление главы администрации Канашского района с Днем Республики
ХАКЛĂ ЕНТЕШСЕМ! РАЙОН ĔÇЧЕНĔСЕМ! Сире Республика кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп. Мăнаçлă Атăл хĕрне вырнаçнă çĕршывăмăр çулсерен вăйланса, аталанса пыни, ĕçчен халăхлă, çĕр пин юрăпа тĕрĕллĕ ирĕклĕ республика аслă Раççейĕн экономикăпа культура çыхăнăвĕсенче пысăк тÿпе хывни чунтан савăнтарать пире. Чăваш Ен промышленноçра та, ял хуçалăхĕнче те, строительствăра та, наукăра та сулмаклă утăмсем тăвать, федерацин ытти субъекчĕсем хушшинче малти вырăнсене йышăнать. Республика аталанăвне вăйлатассишĕн пирĕн район ĕçченĕсем те ырми-канми тăрăшаççе. Вĕсем çине тăнипе ялсенче капмар çуртсем çĕкленеççĕ, уйхирте паха тухăç çитĕнет, экономика çирĕпленсе пырать. Вĕрентÿре, сывлăх сыхлавĕнче, культурăра та ÿсĕмсем пысăк. Район вăй-халне çĕклекенсене, тăрăшуллă ĕçченсене пурне те тав тăватăп. Республикăмăрăн чаплă уявĕнче районта пурăнакансене пĕтĕм кăмăлтан саламлатăп, ăнăçу, ырлăх-телей, çирĕп сывлăх, килĕшÿпе татулăх, хавас кăмăл сунатăп.