Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

Канаш район чысне врач пулса ĕçлекен Галина Васильевна Харитонова хÿтĕлерӗ – «Ылтăн алăллă хĕрарăм» ята тивӗҫлӗ пулчӗ

Канаш район чысне врач пулса ĕçлекен Галина Васильевна Харитонова хÿтĕлерӗ – «Ылтăн алăллă хĕрарăм» ята  тивӗҫлӗ пулчӗ

Чӑваш наци конгресӗ йĕркеленипе, Чǎваш Республикин Культура министерствипе Республикǎри хĕрарǎмсен Канашĕ пулǎшнипе регионсем хушшинче «Хĕрарǎм, сан умǎнта таятǎп пуçǎма» конкурсǎн пĕрремĕш тапхǎрĕн иккĕмĕш зонǎри тупǎшĕ Комсомольскинче иртрĕ. Эпир çак конкурса Тăван çĕршывăн Аслă вǎрçи чаплǎ Çĕнтерӳпе вĕçленнĕренпе 75 çул çитнине тата Чǎваш автономине туса хунǎранпа 100 çул çитнине халаллатпǎр. Çак уявсен пĕлтерĕшĕ пирки калама кирлех-ши? Çапах та хаяр вǎрçǎ суранĕсем Тǎван çĕршыври кашни çын, кашни çемье пурнǎçĕнче тарǎн йĕр хǎварнине палǎртмаллах. 
    Авăн уйăхĕн 24-мĕшĕнче кăнтăр районсенчи хĕрарăмсем Каçал тăрăхне пуçтарăнчĕç. Пурĕ 5 районтан: Канаш, Елчĕк, Улатăр, Патăрьел, Комсомольски районĕсенчи чи хастар та пултаруллă хĕрарăмсем хăйсен ăсталăхне кăтартма кăмăл турĕç.

   Фойере Конкурса хутшǎнакансем хǎйсем хатĕрленĕ апат-çимĕçпе, ал ӗҫӗсемпе хаваспах паллаштарчĕç. Канаш район чысне врач пулса ĕçлекен Галина Васильевна Харитонова хÿтĕлерӗ – «Ылтăн алăллă хĕрарăм ята» тивӗҫлӗ пулчӗ.  Фойере, сцена ҫинче, фольклор коллективĕсем «Ямаш ен», «Енӗшсем» юрǎ-ташǎпа Харитонова Галина Васильевнӑна пултарулăх ушкăнĕсем пулăшса пычĕç.

ФОТОРЕПОРТАЖ

Ямашевское сельское поселение Канашского района



28 сентября 2020
07:37
Хроника, новости
Поделиться