Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

«Асăну сачĕсем» акцие хутшăнса

«Асăну сачĕсем» акцие хутшăнса

Мартăн 18-мĕшĕнче «Асăну сачĕсем» акци старт илчĕ, июнĕн 22-мĕшĕчченех пырать вăл. Аслă Çĕнтерÿ 75 çул тултарнине халалланă ăна. Çак акцие Вăрман Енĕш клубĕн ĕçченĕсемпе «Енĕшсем» фольлор ушкăнне çÿрекенсем те хутшăнчĕç.

Вăрçă паттăрĕсене чыс туса ялта çĕнĕ палăк çĕкленчĕ кăçал. Пĕр тăван Юрий тата Андрей Алексеевсем пуçарнипе палăк йĕри-тавра туя йывăçĕ лартса тухрĕç. Хĕррипе хура çĕр купаларĕç, тĕрлĕ тĕслĕ чечек валли вырăн хатĕрлерĕç.

Пирĕн ăру Аслă Аттелĕх вăрçи çинчен кĕнекесемпе илемлĕ фильмсем, ÿкерчĕксемпе аса илÿсем тăрăх çеç пĕлет пулин те асатте-асаннесен, кукамай-кукаçисен ырă ятне, паянхи телейлĕ, çутă пурнăçшăн çапăçу хирĕнче пуçне хунă паттăрсене асра тытма тивĕç эпир.

Ямашевское сельское поселение Канашского района



21 мая 2020
13:35
Хроника, новости
Поделиться