Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2020» акцие районти 26 вěренÿ учрежденийě хутшăнчĕ

Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче чăвашсем пурăнакан пĕтĕм тĕнчери хулапа ялта «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2020» акци иртрĕ. Кăçал ăна Чăваш чĕлхи кунне, Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 100 çул тата Аслă Çĕнтерĕве кĕтсе илнĕренпе 75 çул çитнине халалланă.

Чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстерес тĕллевпе акцие районти 26 вěренÿ учрежденирен шкул ачисем, тĕрлĕ предмета вĕрентекен, техслужащи тата ял çыннисем хутшăнчĕç. Пурĕ 453 çын карантин вăхăтĕнче килтен тухмасăр радио, телевизор, Интернет хутшăнăвĕн тетелĕсене вырнаçтарнă аудиофайла итлесе Юрий Скворцовăн «Уках хурăнĕ» повесть сыпăкне çырчĕç. Вĕсенчен 180-шĕ «5» паллă илме тивĕçрĕ, «4» паллă – 175, «3» паллă – 98, «2» паллă – 4.

«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2020» акцие хутшăннă чăваш чунлă район çыннисене тав тăватпăр, малашне вĕсен йышĕ ÿсессе, татах та хастар пуласса шанатпăр.

Сайт Канашского РУО



29 апреля 2020
13:03
Хроника, новости
Поделиться