Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

Чӑваш Кӗнекин уявӗ Канаш районӗнче

Чӑваш Кӗнекин уявӗ Канаш районӗнче

Тепӗр ҫул, 2020 ҫулта, Чӑваш кӗнеке издательствине 100 ҫул пулать. Ҫак пысӑк юбилее хатӗрленсе, раштав уйӑхӗн 12 мӗшӗнче Чӑваш кӗнеке издательствинче ӗҫлекенсем тата Канаш районӗнчен тухнӑ писательсен ушкӑнӗ хӑйсен ҫӗнӗ кӗнекисен презентацине ирттерме пирӗн района ҫитрӗҫ. Тӗл пулу Шӑхасанти ҫӗне культура ҫурчӗнче иртрӗ. Кунта хаклӑ хӑнасемпе тӗл пулма Канаш районӗнчи ял тата шкул библиотекисенче ӗҫлекенсем, районти шкулсенче чӑваш чӗлхипе литературине верентекенсем, чӑваш литературине юратакан ял ҫыннисем пуҫтарӑннӑ. Пысӑк хӑнасене тата залра пухӑннисене сцена ҫинчен Канаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ- районти вӗрентӳ пайӗн пуҫлӑхӗ С.С. Иванова саламларӗ, Шупашкартан килсе ҫитнӗ сумлӑ ушкӑнпа паллаштарчӗ, ҫак тӗл пулӑвӑн пысӑк пӗлтерӗшне палӑртрӗ.

 Малалла сӑмах Чӑваш кӗнеке издательствин пуҫлӑхӗ С.А. Каликова илчӗ, хӑйсен пархатарлӑӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ. Издательствӑран кашни ҫул вӑтамран 70 ҫӗнӗ кӗнеке тухать. Вӗсен полиграфи шайӗ ҫулсерен лайӑхланса пырать. 2019 ҫулта «Раҫҫейри чи лайӑх кӗнеке» конкурсра мала тухнӑ 25 кӗнекерен виҫҫӗшӗ Чӑваш кӗнеке издательствин кӗнекисем.

Издательствӑн тӗп редакторӗ Алексеев Валерий Николаевич (псевдонимӗ Алексин) пирӗн районти Пукӑртан ялӗнчен. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл издательствӑн историйӗҫинче чарӑнса тӑчӗ. Чи малтан тухнӑ кӗнекесенчен пӗрремӗшӗсем – Н. Ашмарин словарӗ, С. Элкер, Н. Шелепи, К. Чулкаҫ писательсен кӗнекисем, Ҫеҫпӗл Мишшин сӑввисен пуххи пулнине палӑртрӗ. Ҫавӑн пекех тепӗр ҫулхи юбилейсемпе ҫыхӑннӑӗҫсем ҫинче те чарӑнса тӑчӗ. Вӑрҫӑ чарӑннӑранпа 75 ҫул ҫитнине палӑртса вӑрҫӑра пулнӑ писательсен хайлавӗсене пухса «Ҫапла ҫӗнтертӗмӗр» сборник, «Памятники, обелиски» ятлӑ 2 томлӑ кӗнеке кӑларассине палӑртрӗ. В.Алексин хӑйӗн кӑҫал тухнӑ «Тӳсӗмлӗх чунра-юнра» кӗнекипе паллаштарчӗ, районти тӗп библиотекӑна парне пачӗ.

Павлов Сергей Лукиянович халӑх писетелӗн сумлӑ ятне чыслӑ пурнӑҫлать. Вӑл Ушанар ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, нумай кӗнекесен авторӗ. Ҫыравҫӑхӑйӗн кӑҫал тухнӑ «Асамлӑ кӗпер» кӗнеки ҫинче тӗплӗн чарӑнса тӑчӗ. Ку кӗнеке 2019 ҫулхи ача-пӑча кӗнекисен конкурсӗнче 1-мӗш вырӑна тухнӑ, унта писателӗн ашшӗпе, Л.И. Иванов краеведпа юлташлӑ пулнӑ Гурий Кузьминран (Ҫеҫпӗл Мишшин шӑллӗ) илтнӗ аса илӳсене те кӗртнӗ. С.Павлов писатель вунӑ ытла кӗнекине библиотекӑсене парнелерӗ.

Тӗл пулӑва пирӗн районти Мӑкӑр ялӗнчен тухнӑҫамрӑк ҫыравҫӑ Ольга Леонидовна Васильева (Федорова) та хутшӑнчӗ. Хӑйӗн литература ӗҫне «Тантӑш» хаҫатран пуҫланӑ, каярахпа унӑн хайлавӗсем «Шурӑ туй кӗпи» сборникре пичетленнӗ. Ҫамрӑксем ҫинчен ҫырнӑ «Юхать ҫӑлкуҫ» кӗнеки тухнӑ. Кӑҫал вара ҫамрӑк писательсен «Кӗтмен юрату» сборникӗнче Ольга Васильевӑн «Тӑлӑха юлнӑҫӗрӗ» повеҫӗ кун курнӑ. Вӑл та хӑйӗн хайлавӗсемпе паллаштарчӗ, кӗнекисене учительсене, библиотекарьсене парнелеме кӑмал турӗ. 

Районта пурӑнакан ҫыравҫӑ-журналистсем те ҫак уява хутшӑнчӗҫ. В.П. Прокопьев журналист, таврапӗлӳҫӗ район историне, ун ҫыннисем ҫинчен пуян материал пухса «Канашский район: энциклопедия персоналий» ятлӑ кӗнеке кӑларчӗ. Пухӑннисене вӑл ҫак энциклопедин 2-мӗш томне кӑларма хатӗррине пӗлтерчӗ. Ҫавӑн пекех Валериан Прокопьевӑн кӑҫал Чӑваш кӗнеке издательствинче «Ҫулӑмлӑҫулсенче» кӗнеки тухнӑ. Вӑл ҫав кӗнекене кӗнӗ вӑрҫӑ паттӑрӗсемпе паллаштарчӗ, 5 кӗнекине библиотекӑсене парнелерӗ.

 Василий Степанович Лапин журналистӑн районта ҫитмен вырӑн, курса калаҫман пултаруллӑҫынсем юлман та пулӗ. Ҫак ӗҫсене пуҫтарса журналистӑн кӑҫал очерксен кӗнеки «Встречи на проселках» ятпа тухрӗ. Ку кӗнеке Раҫҫейри журналистикӑллӑ чи лайӑх кӗнекесен шутне кӗнӗ.

Тӗл пулура нумай ыйтусем те пулчӗҫ. Чӑвашла кӗнекесем сахал экземплярпа килни, пурне те валли  ҫитменни библиотекарьсене пӑшӑрхантарать. Шкулта ӗҫлекенсем вара чӑваш классикӗсен ача-пӑча валли сырнӑ кенекисем кивелсе ҫитнине е пачах та ҫуккине каларӗҫ. Уява пухӑннисем юратнӑ писательсене, кӗнеке издательствин ӗҫченӗсене ӑшӑ тӗл пулушӑн тав турӗҫ, малашне татах та килсе ҫӳреме ыйтрӗҫ.   

Фойере Чӑваш кӗнеке издательствин юлашки ҫулсенче пичетленнӗ кӗнекисенчен йӗркеленӗ пысӑк куравӗиртрӗ. Кӗнекесемпе уява пынӑҫынсем питӗ кӑсӑкланса паллашрӗҫ, чылайӑшӗ вӗсене туянма кӑмал турӗ, писательсенчен автографсем илчӗҫ, асӑнмаллӑх сӑн ӳкерчӗксем ӳкерттерчӗҫ.

 

М.Н. Иванова, Канаш районӗн тӗп библиотекин пай пуҫлӑхӗ



13 декабря 2019
10:51
Поделиться