Çеçпĕл Мишшине ачаранах хисеплетпӗр

Çеçпĕл Мишшине ачаранах хисеплетпӗр

Çеçпĕл, Çеçпĕл, санăн ыр яту

Ĕмĕрех упранĕ чунсенче.

Căввусенчи çивĕч сăмаху

Юлĕ манăн халăх асĕнче.

Чăваш поэзийĕн классикĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа чӳк уйӑхӗн 16-мĕшĕнче 120 çул тулать. Ĕмĕр ытла иртнĕ пулсан та Çеçпĕл Мишши паян та асрах, паян та халăх чĕринче. Ăна манма май çук – вăл Çеçпĕл!

   Паянхи кун «Çеçпĕлти «Çеçпĕл» ача садне çӳрекен ачасем тата унта ĕçлекенсем  Çеçпĕл Мишши музейне килчĕç.  Унӑн пурнăçĕ, пултарулăхĕ çинчен ачасене музей ертӳçи нумай каласа кăтартрĕ. Çеçпĕл Мишши пек маттур çынсене пирĕн пулас ӑрӑва  ачаранах хисеплеме вĕрентсе пымалла.

Çеçпĕл Мишшин чун хастарлăхĕ, ĕçченлĕхĕ, чăтăмлăхĕ, çирĕп кăмăлĕ, чун тасалăхĕ, тĕрлĕ енлĕ таланчĕ, витĕмлĕ сăмахĕ чĕрене пырса тивет. Хăй шухăшне уççăн калама пултарни, çутă та пысăк емĕтпе пурăнни те сăвăçăн паха енĕсене кăтартать. Поэтăмăрăн хастар чун-чĕринчен тухнă çунатлă сăмахĕсем халăх хушшинче анлă сарăлнă.

фоторепортаж

Сеспельское сельское поселение Канашского района



14 ноября 2019
16:29
Хроника новостей
Поделиться